07 марта 2013 г.
Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕн начальникĕнче 2012 çулхи октябрь уйăхĕнчен С.Ю. Данилов ĕçлет. Иртнĕ кунсенче вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашас тĕллевпе унпа курса калаçрăм.
— Пирĕн уйрăмра ĕçлекенсем виçĕ тĕллеве тĕпе хурса тимлеççĕ. Пĕрремĕшĕ, контрактпа çар службине яшсене яратпăр. Иккĕмĕшĕ, аслă тата вăтам çар училищисене вĕренме кайма кăмăллисем çине документсем пуçтарса хатĕрлетпĕр. Виççĕмĕшĕ — кĕркуннехи тата çуркуннехи çар призывĕсене йĕркелесси. Акă, паянхи кун эпир çар училищисене вĕренме яма кандидатсем хатĕрлетпĕр. Хальлĕхе вĕсем пирĕн 11-ĕн. Вĕсем хушшинче Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕнче пĕлÿ пухакан хĕр ача та пур, — терĕ Сергей Юрьевич.
Çакна та палăртмалла: çар училищисене 11-мĕш класс пĕтернĕ яшсемпе хĕрсем кăна вĕренме кĕме пултараççĕ. Аслă вĕренÿ заведенийĕсенче вĕсен 5 çул пĕлÿ пухма тивĕ, вăтаммисенче вара — 2 çул та 8 уйăх. Çар комиссариачĕн уйрăмĕнче тăрăшакансен халь хĕрÿ тапхăр. Мартăн 31-мĕшĕччен 38 аслă,18 вăтам çар училищисене Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчен кандидатсен ĕçĕсене хатĕрлесе ярса памалла.
— Пирĕн ĕçченсем иртнĕ çулта тăтăшах шкулсенче тĕл пулусем, калаçусем ирттерчĕç. Уйрăмах çак ĕçре призыв пайĕн начальникĕн аслă пулăшаканне Ирина Викторовна Козловăна палăртмалла, — терĕ вырăнти уйрăм начальникĕ.
Раççей çарĕ контракт çине куçса пыни пуриншĕн те паллă ĕнтĕ. Юлашки çулсенче Елчĕк тата Комсомольски районĕсен çамрăкĕсем контрактпа çар службине чылайăн каяççĕ. Отпуска килекенсем кăмăллă пулнине палăртаççĕ. Контрактпа службăра тăракансене унти условисем, çĕнĕлĕхсем килĕшеççĕ. Социаллă гарантисем пур, ĕç укçи те аван вĕсен. Контрактника 20 пинрен пуçласа ытларах та укçа-тенкĕ параççĕ. Çавăн пекех тÿлевсĕр вĕренме те пултараççĕ.
Контрактпа службăра тăракансене хваттерпе те тивĕçтерĕç. Унта пурăннăшăн тÿлемелле пулмĕ.
Çар çынни медицина пулăшăвне те тÿлевсĕр илĕ. Ăна патшалăх шучĕпе апатлантарĕç, тумлантарĕç. Кунсăр пуçне вĕсем санаторипе курортра та тÿлевсĕрех сипленме пултараççĕ. Отпуска каймалли тата килмелли билетшăн кĕсьерен укçа кăларса хумалла пулмĕ. Çемьепех канма кайма та пулать.
— Çар училищисенче вĕренекен курсантсене мĕнле çăмăллăхсемпе тивĕçтереççĕ?— ыйтрăм эпĕ.
— Паянхи куна Комсомольски тата Елчĕк районĕсен каччисем тĕрлĕ çар училищисенче пĕлÿ пухаççĕ. Иккĕмĕш курсра, контракт алă пуснă хыççăн, вĕсен стипендийĕ те самаях ÿсет: 15—20 пин тенкĕ. Питĕ аван вĕренекенсене стипенди ытларах та параççĕ. Унсăр пуçне курсантсене тÿлевсĕр апатлантараççĕ, çар тумĕпе тивĕçтереççĕ. Çулталăкра икĕ хутчен — хĕлле 14 кун тата çулла 30 кун — кантараççĕ. Контрактпа çарта службăра тăрас текенсен е çар училищисене вĕренме кĕме ĕмĕтленекенсен çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсемпе ĕçлекен уйрăмне пымалла. Вăл Комсомольски ялĕнче вырнаçнă. Тĕплĕнрех ыйтса пĕлес текенсем 5-13-32 номерпе шăнкăравлама пултараççĕ, — ăнлантарчĕ авиаци подполковникĕ.
Çакна та палăртмалла: çар училищисенче пĕлÿ илекенсем ĕçе вырнаçаççех.
«Паллах, нумайăшĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарас туйăм шкултанах пуçланать. Эпĕ те вĕреннĕ вăхăтрах Шупашкарти ДОСААФăн аэроклубĕнче парашют тата самолет спорчĕсемпе виççĕмĕш разряд илтĕм, çар училищине вĕренме кĕме тĕллев лартрăм», — терĕ С.Данилов.
Çар тивĕçне чыслăн пурнăçлакансем ытларах пулччăр, апла пулсан эпир шанчăклăн пурăнма пултаратпăр.
Источник: "Каçал Ен"