07 марта 2013 г.
Кашнинех юлташсем пур. Манăн та вĕсем чылай. Анчах та чи çывăххи маншăн — анне, Марина Геннадьевна Чернова. Комсомольскинчи почта уйрăмĕнче почтальонра вăй хурать. Кашни кунах ял çыннисем патне çĕнĕ хыпар çитерме васкать. Вăл ĕçлекен участокра ватă, пĕччен пурăнакан çынсем пур. Анне вĕсем патне хаçат-журнал, хуçалăхра кирлĕ вак-тĕвек япаласем вăхăтра илсе çитерме тăрăшать. Аннене вĕсем хаваспах кĕтсе тăраççĕ. Ырă кăмăлĕшĕн ăна ял çыннисем хисеплеççĕ, яланах тав тăваççĕ.
Анне пирĕн çинчен те манмасть. Ĕçрен темле ывăнса таврăнсан та яланах ăшшăн калаçать, уроксене тĕрĕслет, усăллă канашсем парать. Пĕр-пĕр йывăр ыйту сиксе тухсан та, хуйха-савăнăçа та пĕрле сÿтсе яватпăр эпир. Шкул пурнăçĕпе те кăсăклансах тăрать вăл, конкурссене те хутшăнать. Эпир аннепе иксĕмĕр «Хĕрĕсемпе амăшĕсем» тупăшăва хутшăнса парне çĕнсе илтĕмĕр. Тутлă апат пĕçерме те ăста аннемĕр. Эпир София йăмăкпа аннене май килнĕ таран пулăшма тăрăшатпăр. Ăна çав тери юрататпăр, унпа мухтанатпăр. Пирĕншĕн вăл — чăн-чăн тус.
Источник: "Каçал Ен"