АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спорт объекчĕсен шучĕ ỹсет

01 августа 2015 г.

Чăваш Республикинче "Физкультурăпа спорта аталантарасси" патшалăх программи ăнăçлă пурнăçланать. Унăн тĕллевĕ - физкультурăпа, спортпа туслисен йышне ỹстересси, пултаруллă ачасене пулăшу парасси, çĕршыври спорт инфраструктурине тата пысăк çитĕнỹсен спортне аталантарасси.

Раççей Спорт министерствин 2014 çулхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе патшалăх программине пурнăçлассипе Чăваш Республики 82 регион хушшинче 6-мĕш вырăнта. Кун пирки Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьева пĕлтернĕ. "2014 çулхи пĕтĕмлетỹпе патшалăх программин кăтартăвĕсем лайăх. Чăваш Республикинче çĕнĕ спорт комплексĕсене хута яни, спорт резервне хатĕрлессипе тухăçлă ĕçлени, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлани кăтартусене çирĕплетет", - тенĕ В.Мутко çырура.

Федераци статистика сăнавĕн пĕтĕмлетĕвĕсемпе регионти халăхăн 37,4 проценчĕ спортпа туслă (Раççейре - 29 процент); халăха спорт объекчĕсемпе тивĕçтересси - 45, 4 процент (Раççейре - 29 процент); вĕренекенсемпе студентсен 80,2 проценчĕ физкультурăпа спорта кăмăллаççĕ (Раççейре - 64,1 процент).

Физкультурăпа спорта аталантарассипе тăрăшуллă ĕçленĕшĕн Виталий Мутко Михаил Игнатьева тав тунă, малашне те тухăçлă ĕçлессине шаннине пĕлтернĕ.

2015 çулта "Раççей Федерацийĕнче 2006-2015 çулсенче физкультурăпа спорта аталантарасси" федераци тĕллевлĕ программăна тата "2020 çулччен Раççейре физкультурăпа спорта аталантарассин стратегийĕ" программăн пĕрремĕш тапхăрне ĕçе кĕртесси вĕçленет. Çак программăсемпе килĕшỹллĕн юлашки 5 çулта республикăра 24 çĕнĕ спорт объектне хута янă, пысăк 5 спорт сооруженине реконструкциленĕ. Халĕ тата 7 объект хăпартаççĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика