01 августа 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев патне Раççей Федераци Президенчĕ çумĕнчи Ачасен прависене хỹтĕлессипе ĕçлекен уполномоченнăйран Павел Астаховран Тав çырăвĕ килнĕ. Вăл кăçал çуркунне пуçарнă "День знаний в Новороссии" ыр кăмăллăх акцине Чăваш Республики хастар хутшăннăшăн ырласа çырнă. "Шкула вĕренме каякансене пулăшма йĕркеленĕ акцине хутшăннăшăн, Луганск тата Донецк халăх республикисене пулăшу кỹнĕшĕн Михаил Игнатьева, Чăваш Енре пурăнакан мĕнпур çынна пысăк тав", - тенĕ çырура.
Украинăри политика лару-тăрăвĕ пирки Раççейре кăна мар, тĕнчипех калаçаççĕ. Унта ахаль çынсем вилни те нумайăшне хумхантарать. Йывăр лару-тăрăва кура Раççейри чылай регионта Донбасс валли гуманитари пулăшăвĕ пухаççĕ. Шкул ачисене валли пирĕн регион пурĕ 800 пин тенкĕлĕх шкул хатĕрĕсем туяннă. Июлĕн 16-мĕшĕнче палăртнă республикăсенчи ачасене валли гуманитари пулăшăвне Мускава ăсатнă. Эпир çак акци пиншер ачана шкулта вĕренсе пĕлỹ пухма май парасса шанатпăр.
Источник: "Каçал Ен"