01 августа 2015 г.
РФ Финанс министерстви Раççейри субъектсен 2015 çулхи июлĕн 1-мĕшĕ тĕлне патшалăх кивçенĕн калăпăшне палăртнă.
Атăлçи федераци округĕнчи 14 субъектран 10-шĕ, 2014 çулхи кăтартупа танлаштарсан, кивçен калăпăшне ỹстернĕ, 4-шĕ çеç патшалăх умĕнчи кивçене чакарма пултарнă. Вĕсен йышĕнче - Чăваш Республики. Чăваш Енĕн патшалăх кивçенĕ 10574,1 млн тенкĕпе танлашнă. Пĕлтĕрхи кăтартуран 1687,5 млн тенкĕ чакарса, Атăлçи федераци округĕнче вăл лидерсен йышĕнче. Оренбург, Пенза облаçĕсем, Пермь тăрăхĕ патшалăх кивçенне 8-700 млн тенкĕ таран чакарнă. Чăваш Республикин патшалăх кивçенĕн структури кăçал лайăхланнă. 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулта рынокри кивçен обязательствăсен уделлă виçи икĕ хут чакса патшалăх кивçенĕн 33 проценчĕпе танлашнă е 3500,1 млн тенкĕ.
Чăваш Республикин патшалăх кивçенĕн чи пысăк пайĕ - бюджет кредичĕсем (62 процент), Раççей Федерацийĕн бюджет системинчи ытти бюджетран илнĕскерсем. Асăннă бюджет кредичĕсем чи пĕчĕк кивçен обязательствисем шутланаççĕ. Çавна май кăçалхи çур çулта республикăн бюджет укçи-тенкине 89 млн тенкĕ чухлĕ перекетлеме май килнĕ.
Источник: "Каçал Ен"