07 марта 2013 г.
Марина Козловăпа Энже Галимзянова Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшаççĕ. Хăйсен тивĕçĕсене çÿлти шайра пурнăçлаççĕ.
Марина Юльевна кунта 1995 çултанпа — Канашри медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпах тăрăшать. Унăн тивĕçĕ — комисси призывниксен сывлăхĕсене тĕрĕсленине контроллесси.
— Саккăрмĕш çар комиссарĕпе ĕçлетĕп. Паллах, пирĕн ĕçре йывăрлăхсем пайтах сиксе тухаççĕ. Анчах та пĕр-пĕринпе килĕштерсе, яваплăха туйса, чунтан парăнса ĕçлесен — ĕç те кал-кал пырать. Ĕçе питĕ килĕштеретĕп, — тет фельдшер.
Энже Минсагировна вара уйрăмра 2010 çултанпа тăрăшать. Вăл кунта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетне пĕтернĕ хыççăн пай начальникĕн пулăшаканĕнче ĕçлеме пикеннĕ. Каярахпа Саратоври çар институтĕнче квалификацине те ÿстернĕ.
Спортпа та туслă М.Козловăпа Э.Галимзянова. «Физкультурăпа тата спортпа туслă пулни ĕçре те пулăшать», — теççĕ вĕсем.
Источник: "Каçал Ен"