07 марта 2013 г.
Йышпа темĕнле ĕçе те хăвăртрах пурнăçлама пулать. Çакна тĕпе хурса ĕçлеççĕ те районти 41-мĕш номерлĕ аптекăра. Кунти ĕçченсем пĕр-пĕрне яланах пулăшма хатĕр. Шут ĕçĕнче тăрăшакансен вара уйрăмах пур япалана та пĕр-пĕринпе калаçса, цифрăсене тĕрĕслесе ĕçлемелле. Бухгалтерире 28 çул тăрăшать А.Ф.Морозова. Çак вăхăтра вăл нумай-нумай документ хатĕрленĕ, тĕрĕсленĕ. «Бухгалтерăн ĕçре чылай япалана пĕлмелле, вĕренмелле. Программăсем çĕнелеççĕ, цифрăсенче йăнăшма ирĕк çук. Пĕр сăмахпа каласан, пурне те вăхăтра, типтерлĕ туса пыни кирлĕ. Чи малтанах кулленхи ĕçре мана пысăк опытлă ĕçтеш, тĕп бухгалтер Надежда Николаевна Паркова пулăшса пычĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура пулин те унăн сĕнÿ-канашĕ паян та вырăнлă», — тет Александра Федоровна.
Паян Надежда Николаевна тивĕçĕсене çамрăк бухгалтер Валентина Григорьевна Сандалова пурнăçлать. Вăл шут ĕçĕнче чылайранпа, малтан аптекăра кассирта тăрăшнă. Опытлă ĕçченсем çамрăк кассира та, Надежда Валерьевна Зайцевăна, куллен пулăшса пыраççĕ.
Шут ĕçĕнче тăрăшакансен куллен пĕрле сÿтсе явмалли ĕç пайтах. Тавар хакне пăхмалла, ĕçченсене шалу тÿлемелле, цифрăсем пĕр килеççĕ-и? Кунта йăнăшма юрамасть.
Источник: "Каçал Ен"