07 марта 2013 г.
Комсомольскинчи территори суйлав комиссийĕн 64/196-3 номерлĕ йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн çамрăксен суйлав комиссине туса хунă. Унăн йышне çаксем кĕнĕ:
1) Екатерина Антонова, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн 2-мĕш курс студентки;
2) Лилия Гайнетдинова, Аслă Чурачăк вăтам шкулĕн математика учителĕ;
3) Карина Долгова, Комсомольски 1-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ;
4) Сергей Краснов, «БТ» ОООн «Лидер» магазинăн аслă менеджерĕ;
5) Екатерина Лаврушкина, вăхăтлăха ĕçлемест;
6) Анастасия Шингалова, Комсомольски 2-мĕш вăтам шкулĕн 10-мĕш класс вĕренекенĕ;
7) Татьяна Яковлева, район администрацийĕн экономика, харпăрлăх тата çĕр ыйтăвĕсен уйрăмĕн тĕп специалист эксперчĕ;
8) Татьяна Яковлева, «Сюрбеево» ООО бухгалтерĕ.
Çамрăксен суйлав комиссийĕн председателĕ пулма Татьяна Владимировна Яковлевăна шаннă. Комиссин пĕрремĕш ларăвĕ çитес кунсенче пулĕ.
Источник: "Каçал Ен"