АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паттăр хуласем

29 июля 2015 г.

 КЕРЧЬ. Аслă Отечественнăй вăрçăра пĕрре мар алран алла куçнă хуласенчен пĕри Керчь пулнă. Фашистсем унта пĕрремĕш хутчен 1941 çулхи ноябрĕн 16-мĕшĕнче пырса кĕнĕ. Декабрĕн 30-мĕшĕнче Хĕрлĕ Çар ăна каялла туртса илсе 1942 майăн 19-мĕшĕчченех алран яман. Çав кун Гитлер çарĕ хаяр çапăçусем ирттерсе Керчь хулине тепре ярса илнĕ.

2 çула тăсăлнă Керчь оккупацийĕнче хула çыннисем вăрçăн чăн тискерлĕхне туйса илнĕ. Хулан питĕ йывăр тĕрĕслевпе йывăрлăха чăтма тивнĕ. Çапăçусем вăхăтĕнче çуртсен 85 проценчĕ ишĕлчĕке çаврăннă. 1940 çулта хулара 100 пин çын пурăннă пулсан, Керче ирĕке кăларакансене 30-шĕ çеç кĕтсе илнĕ.

Кавказшăн тата Крымшăн пынă çапăçусенче Новороссийскпа Керчь çапăçăвĕсем питĕ пысăк вырăн йышăнса тăнă. Тискеррĕн асаплантарни, Багеров канавĕнче мирлĕ çынсене пинĕ-пинĕпе персе вĕлерни Керчь хỹтĕлевçисен паттăрлăхне чакарман, тавăру туйăмне вăйлăлатнă çеç. Аджимушкайск чул карьерĕсенче 5 уйăх пынă çапăçусем Аслă Отечественнăй вăрçăн историйĕнче легендарлă страницăсем пек çырăнса юлнă. Совет салтакĕсем, партизансемпе подпольщиксем Тăван çĕршыва чăннипех парăннине кăтартнă, уншăн мĕн виличчен çутăсăр, апатсăр, шывсăр нумай вăхăт хушши нимĕçсемпе харсăррăн çапăçнă. Çĕр çуннă, пушар сĕрĕмĕ ăшĕнче тỹпе те курăнман, çапах совет çарĕ парăнман.

1943 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче Совет Çарĕ тата Хура тинĕс флочĕ Ельтиген районĕнчи плацдарма çĕнсе илнĕ, ăна 36 кун тата каç тытса тăнă. Ноябрĕн 12-мĕшĕччен Керчь çурутравĕн çурçĕр-хĕвелтухăç пайне тăшмансенчен тасатнă, çакăнтан вара наступлени пуçланнă. Апрелĕн 11-мĕшĕнче Приморье çарĕпе Хура тинĕс флочĕн салтакĕсем Керчь хулине ирĕке кăларнă.

Хулана хỹтĕленĕ чухне паттăрлăхпа хăюлăх кăтартнăшăн 10 пин ытла салтакпа командира орденсемпе, медальсемпе наградăланă, 134 хỹтĕлевçĕ Совет Союзĕн Геройĕн ятне тивĕçнĕ.

1973 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче Керчь хулине "Паттăр хула" хисеплĕ ят панă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика