29 июля 2015 г.
2015 çулхи июнĕн 29-мĕшĕнчи 201 №-лĕ Федераллă саккунпа Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 261-мĕш статйин 2-мĕш пайне улшăнусем кĕртнĕ.
Маларах ĕç килĕшĕвĕн вăхăчĕ хĕрарăм йывăр çын пулнă вăхăтра тухсассăн ĕç паракан хĕрарăм заявлени çырнине тата унăн çире пуррине çирĕплетекен медицина справкине тĕпе хурса ĕç договорне тăсма тивĕç пулнă. Çавăнпа та час-часах ĕç паракан хĕрарăма çуратиччен е çуратнă хыççăнхи отпуск вăхăтĕнче ĕçрен хăтарнă.
Саккунри улшăнусемпе килĕшỹллĕн ача çуратнă хыççăнхи отпуск вĕçлениччен хĕрарăма ĕçрен хăтарма юрамасть.
Улшăнусем 2015 çулхи июлĕн 11-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ.
С.ВАЛЕРЬЯНОВ,
прокурор çумĕ.
Источник: "Каçал Ен"