29 июля 2015 г.
Июлĕн 25-мĕшĕнче Раççейри Следстви комитечĕн следстви органĕн следователĕсем професси уявне паллă тунă май 2015 çулхи пĕрремĕш çур çулхи ĕç-хĕлне пĕтĕмлетрĕç.
Патăрьелĕнчи районсем хушшинчи следстви уйрăмĕ граждансем çырнă заявленисемпе уголовлă 50 ĕç пуçарнă. Уголовлă 40 ĕçе производствăпа вĕçленĕ. Преступленисен пурлăх тăкакĕ 328 пин тенкĕпе танлашнă, усă курнă мерăсене пула 311 пин тенкине шыраса илнĕ. Çак тапхăртах следстви уйрăмĕн ĕçченĕсем 80 ыйтăва тишкернĕ.
Уголовлă ĕçсене тĕпченĕ чухне сотрудниксем уйрăмах йывăр преступленисем çинче - вĕлерни е сывлăха сиен кỹни - тĕплĕн чарăнса тăраççĕ.
Çапла Патăрьелĕнчи следстви органĕн сотрудникĕсем вĕлернипе пуçарнă уголовлă 3 ĕçе (Патăрьел районĕнче - 2, Шăмăршă районĕнче - 1), сывлăха сиен кỹни вилĕм патне илсе çитернĕ 2 пулăма (Комсомольскипе Елчĕк районĕсенче - пĕрер) тишкернĕ.
Тĕслĕхрен, Елчĕк район сучĕ Комсомольски районĕнчи гражданина РФ УК 111-мĕш статйин 4-мĕш пайĕпе (сывлăха сиен кỹни вилĕм патне илсе çитерни) айăплă тесе йышăннă. Ăна 7 çуллăха ирĕкрен хăтарнă. Вăл 2014 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче каçпа 9 сехет тĕлнелле амăшĕпе хирĕçсе кайса ăна темиçе хутчен тĕрлĕ çĕртен чăмăрĕпе çапнă. Кăкăр шăмми, аяк пĕрчисем хуçăлнипе, пуçне юн кайнипе хĕрарăм вилнĕ.
Çавăнпа пĕрлех следовательсем çул çитмен ачасем тунă преступленисене те тĕплĕн тишкереççĕ.
Уйрăмах Патăрьелĕнчи следстви уйрăмĕн сотрудникĕсем ĕçри тата коррупци преступленийĕсене те тимлесе пăхаççĕ.
Уяв умĕн следстви уйрăмĕн руководителĕ А.Г.Иванов следстви ĕçченĕсене саламларĕ, çирĕп сывлăх, ăнăçу сунчĕ, пĕрле килĕштерсе ĕçленĕшĕн тав турĕ.
А.ИВАНОВ,
юстици майорĕ.
Источник: "Каçал Ен"