АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕрке çирĕп ыйтать

29 июля 2015 г.

 Çул çинчи тимлĕхе ỹстерес, водительсемпе çуран çỹрекенсене асăрхаттарас тĕлĕшпе районта тăтăшах тĕрлĕ профилактика мероприятийĕсем иртеççĕ. Акă, июлĕн 20-29-мĕшĕсенче "Автобус" вунăкунлăх иртет. Çак вăхăтра инспекторсем пассажирсене турттаракан водительсене тĕрĕслеççĕ. Йĕркене пăсаканнисене явап тыттараççĕ.

Час-часах "Нетрезвый водитель" профилактика мероприятийĕ йĕркелесси те йăлана кĕнĕ. Сăмахран, июлĕн 24-25-мĕшĕсенче ирттернĕ рейд вăхăтĕнче ỹсĕр пĕр водителе тытса чарнă.

- Саккун чăннипех те çирĕп ыйтать пулсассăн та, йĕркене пăсакансен йышĕ чакмасть. Массăллă информаци хатĕрĕсенче, интернетра штраф виçисем ỹсни, водитель удостоверенийĕсĕр юлни тата тăтăшах авари пулни пирки çырни те, асăрхаттарни те черкке пушатнă водительсене çула тухма чармасть. Çул çинче ỹсĕр çын айăпĕпе ыттисем те инкек курма пултараççĕ. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнасчĕ. Эрех ĕçрĕр пулсассăн руль умне ан ларăр, - пĕтĕмлетрĕ районти ГИБДД начальникĕ Николай Райков.

А.АНТОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика