АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕт пуçтарассипе анлăн ĕçлет

29 июля 2015 г.

Пирĕн районта сĕт пуçтаракансем вăхăтпа пĕр тан пыраççĕ, аталанма тăрăшаççĕ.

Районти райпо - "Чăвашпотребсоюз" тытăмĕнче малта пыракансен шутĕнче. Вăл тĕрлĕ ĕç пурнăçлать: суту-илỹ, аш-какай, ял хуçалăх продукцийĕ, тĕрлĕ тыр-пул хатĕрлесе сутни, парикмахер, автосервис, косметологи, фото ỹкерес, интернет урлă пулăшу парасси, медицина тата ветеринари аптекисем. Унсăр пуçне райпо сĕт пуçтарассипе те анлăн ĕçлет.

Нина Яковлевна Мельниковăпа Александр Николаевич Васильев куллен Тăманлă Выçли, Çĕнĕ Мăрат, Тукай, Аслă Чурачăк, Чĕчкен, Хирти Шăхасан, Çĕнĕ Шăхран, Анат тата Тури Тимĕрчкасси ялĕсене çитеççĕ. Нина Яковлевна 10 кунра 30 тонна, Александр Николаевич 20 тонна яхăн сĕт пуçтараççĕ. Кашни ялтах сĕт парассипе малта пыракансем те пур. Тĕслĕхрен, 10 кун хушшинче Аслă Чурачăк ялĕнче Лидия Шикарева 350 литр, Дмитрий Шуряшкин - 280 литр, Василий Крылов 320 литртан кая мар сĕт параççĕ. Тукай ялĕнче пĕртăван Андрейпа Александр Курицынсем кашниех 450-500 литршар сĕт сутаççĕ. Çĕнĕ Мăратра Надежда Киргизова (400 литр), Раиса Кузьмина (300 литр), Валентина Филиппова (300-350 литр) малта пыраççĕ. Анат Тимĕрчкассинчи Алевтина Шеверова райпона 250 литр сĕтпе тивĕçтерет. Тури Тимĕрчкассисем те кая юлмаççĕ. Чи нумай параканнисем - Зоя Анисимова (240 литр) тата Виталий Романов (270 литр). Пуçтарнă сĕте Комсомольскинчи райпо "Мир" ООО-на ăсатать. Сĕт укçипе халăх ытларах апат-çимĕç туянать. Кирлĕ тавара сĕт пуçтаракансемех илсе килсе пама та пултараççĕ. Тавар нумай илекен ялсенче сĕте те пысăкрах хакпа пуçтараççĕ - 12,5 тенкĕ. Чĕчкен, Аслă Чурачăк, Хирти Шăхасан ялĕсенче халăх тавар сахалтарах илнĕ май сĕт хакĕ - 12 тенкĕ.

Сĕтрен хатĕрлекен продукци пахалăхĕ сĕт пахалăхĕнчен тỹрремĕнех килнине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Шел пулин те, час-часах сĕтри çу шайĕ çав тери пĕчĕкки тĕл пулать. Кунта вара пĕр-пĕрне хисеплесе ĕçлени тĕпре тата çав тери пĕлтерĕшлĕ. Пуçтаракансемшĕн сĕтри çу шайĕ 3,4 процентран кая пулмалла мар. Вĕсем çу шайне час-часах тĕрĕслеççĕ. Райпо сĕт укçине çу шайне шута илсе тỹлес тесе те шутланă, анчах та халăх çаплипех сĕте шыв хутăштарса парать иккен.

Риназ КАМАЛОВ, районти хатĕрлев кантурĕн директорĕ:

- ЧР Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырура килти хуçалăхсене сĕтшĕн пахалăхне кура тỹлессине республикăн тивĕçлĕ органĕсене кăçалхи июлĕн 1-мĕшĕнчен йĕркелеме хушнăччĕ. Çавăнпа та районти ял поселенийĕсенчи килти хуçалăхсем сутакан сĕт пахалăхне тĕрĕслесех тăратпăр, çу шайĕ тивĕçтермен сĕт паракансене асăрхаттаратпăр. Пахалăха лайăхлатас тĕлĕшпе алла-аллăн тытăнса ĕçлени усса кайрĕ. Малтанхинпе танлаштарсан сĕт витрине шыв яракан сахалрах. Эпир пуçтаракан сĕтри çу шайĕ вăтамран - 3,4%. Халăх тỹрĕ кăмăлпа, шыв хутăштармасăр сĕт парсассăн çу хисепне тĕпе хурса тỹлеме пикенĕпĕр.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика