29 июля 2015 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче паян чăннипех те хĕрỹ вăхăт. Ĕçченсем выльăх-чĕрлĕх апачĕ хатĕрлеççĕ, çитĕнтернĕ тыр-пула çапса тĕшĕлеççĕ, çĕр улми кăлараççĕ.
Июлĕн 28-мĕшĕ тĕлне хуçалăхсем 7356 тонна утă, 19961 тонна сенаж хатĕрленĕ, 2460 гектар кĕрхи тулла çапнă, 4736 тонна тĕшĕленĕ. Кашни гектарăн вăтам тухăçĕ - 19,4 центнер. Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче 113 гектар кĕрхи тулăпа ыраш çапнă, 390 тонна пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç 27,8 центнерпа танлашнă. "Слава картофелю" агрофирма 422 гектартан 832 тонна тухăç илнĕ. "Сюрбеево" ООО-ра 170 гектар, "Победа" ЯХПК-ра 120 гектар çапнă. Ыттисем те вĕсенчен юласшăн мар, çанталăк условийĕсене тĕпе хурса, ĕçе вăхăтра пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ.
"Комсомольские овощи" ООО ир пулакан çĕр улми кăларать.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ.
Источник: "Каçал Ен"