АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çыншăн та, чĕрчунсемшĕн те уйрăмах хăрушă

25 июля 2015 г.

Россельхознадзор çыншăн та, чĕрчунсемшĕн те уйрăмах хăрушă чирсен рейтингне хатĕрленĕ.

Пĕрремĕш вырăнта - Çĕпĕр язви. Авалхи çыравçăсем тата тĕпчевçĕсем ку амака "çветтуй çулăм" тенĕ. Нумай ĕмĕр хушши çынсем çак чирпе кĕрешнĕ, унран хăранă, ăна Турă "ĕçĕ" тесе шутланă. Каярах чир Турăран килменнине, çĕр çинчех тухнине тата ерекен вирус пулнине ăнласа илнĕ. Çĕпĕр язви выльăх-чĕрлĕх чирĕ шутланать, анчах çын та унăн хуçи пулса тăма пултарать.

1766 çулта Франци тухтăрĕ Моран çак чир пирки туллин çырса кăтартнă. Паянхи ятпа кăшт каярах, 1788 çулта, Раççейре, Çĕпĕр кĕпĕрнинче тухнă эпидемисем çинчен çырса кăтартнă чухне, усă курма тытăннă.

Амак чирлĕ выльăх урлă кăна чирлĕ выльăхсен виллине пытарманнине пула та сарăлать. Çĕпĕр язви шыва лекни уйрăмах хăрушă. Çакăнпа яппунсем Пĕрремĕш тĕнче вăрçи вăхăтĕнче Амура чир ярса усă курасшăн пулнă. Телее, кун пекки сайра пулать. Ытларах чухне чир ỹт çинче (шăпах чĕр чунсенчен çынна какай урлă куçаканни) палăрать. Специалистсем чире шала ямасан вăрах сипленмесĕрех пĕтерме пулать тесе палăртаççĕ.

2014 çулта Раççей территорийĕнче Çĕпĕр язви тухнă 3 тĕслĕхе шута илнĕ: Тутарстанра, Волго-град тата Ростов облаçĕсенче. Кашнинчех мăйракаллă шултра выльăх аптăранă. Эпизоотие хирĕçле мероприятисем йĕркеленĕ май асăннă субъектсене чиртен сыватнă.

Сăмах май, Раççейре кашни регионта Çĕпĕр язвине хирĕçле профилактика вакцинацийĕ тăваççĕ. Çапах çакă лăпланма ирĕк памасть, мĕншĕн тесен пирĕн тăрăхра та ку чирпе вилнĕ выльăхсен масарĕ сахал мар. Инфекци выльăх вилли çĕрнĕ май та пĕтмест, тăпрара нумай çул упранма пултарать. Çавăнпа та мур вырăнĕсен территорийĕсенче кĕтỹ çỹретме, утă çулма, унтан çĕр илме юрамасть. Строительство, шырав, гидромелиораци ĕçĕсем пуçарма, сад-пахчапа аппаланма уйрăмах юраманни паллă ĕнтĕ.

Иккĕмĕшĕнче - ящур. Пуçласа ун пирки 1546 çулта асăннă - ун чухне Европăра вăл вăйлă алхаснă. Паян лару-тăру улшăннă, ветеринари аталаннă май чире Хĕвелтухăçалла "хĕстерсе кăларнă" темелле, унта вăл халĕ те вăхăт-вăхăт асаплантарса илет. Çынсен грипĕ пекех, ку мур темиçе тĕрлĕ пулни хăрушлăх кăларса тăратать.

Ящурăн сахалтан та 7 серотип. Чĕрчун пĕринпе чирленĕ хыççăн тепринпе аптăраса ỹкмессе никам та шантараймасть. Этем чирĕ пулмасан та çынсем шар курнă тĕслĕх сахал мар. Асăннă мур чирлĕ выльăхран çынна чĕрĕ сĕт тата аш-пăш урлă куçма пултарать. Çынран тепĕр çынна чир ермест. 2014 çулта Раççей территорийĕнче Забайкалье (4 вырăнта - 16 вучах) тата Приморье (7 вырăнта - 13 вучах) крайĕсенче ящуртан хĕн курнă тĕслĕхсем пулнă.

Сăмах май, Чăваш Республикинче юлашки хут выльăх ящурпа чирленине 1968 çулта Шăмăршă тата Йĕпреç, Муркаш районĕсенче шута илнĕ.

Виççĕмĕш вырăнта - бруцеллез. Çыннăн шалти органĕсене шар кăтартакан чир, антибиотиксем шутласа кăлариччен те вилĕмпе вĕçленни сахал пулнă.

Анчах çын сусăр юлас хăрушлăх пур. Вăл чирлĕ çын сĕчĕпе е санитарипе ветеринари правилисене пăхăнмасан çынна лекме пултарать. Специалистсем каланă тăрăх, ку амака тата "кĕрхи зажигалка" текен шăна сарать.

Сăмах май, Чăваш Енре бруцеллезпа чирленĕ юлашки тĕслĕх 2009 çулта Шупашкар тата Красноармейски районĕсенче пулнăччĕ. Унччен маларах Йĕпреç районĕнче чир "вучахĕпе" кĕрешме тивнĕ. Унта Саратов облаçĕнчен илсе килнĕ сурăхсем сывă пулман.

Чирлĕ чĕрчунсен аш-какайĕ урлă çынна лекекен энцефалопати (вырăсла тулли ячĕ - губкообразная энцефалопатия крупного рогатого скота) текен мур - 4-мĕш вырăнта. Вăл выльăхăнне те, çыннăнне те пуç мимине хавшатать: çын курма пăрахать, ăс-тăн енчен вăйлă улшăнать.

Чир мĕнле пуçланни пирки тĕрлĕрен шутлаççĕ. Пĕрисем вăл, çынсен цивилизацийĕ пекех, авалах (хăш-пĕр çăлкуç тăрăх - чир пирĕн эрăчченхи 4-5 ĕмĕрсенче) пулса кайнă тесе шутлаççĕ. Теприсем чир вăй илнинче çынна хăйне айăплаççĕ. Телее, ку мура 1986 çулта официаллă майпа тупса палăртнă хыççăн, статистика тăрăх, 30 çул хушшинче 200 çынран ытла мар шар курнă.

Пиллĕкмĕш вырăнта - кайăксен грипĕ. Ку чир пирки калаçу пуçарсанах Россельхознадзорăн республикăри управленийĕнче хăйне евĕрлĕ хăнасем пулни аса килет: пĕр кунхине кăвакарчăнсем чĕвĕлтетрĕç кăна. Вĕсене шăпах республикăри вĕçен кайăксем асăннă чирпе аптăраманнине лабораторире палăртма тытса килнĕ пулнă.

Сăмах май, кунашкал тĕпчевсем çулсерен ирттереççĕ. Кăçал кăна республикăра 133 проба илнĕ: чăхсенчен - 100 проба, кăвакарчăнсенчен - 33 проба.

Пĕрремĕш хутчен вара чир çинчен 1878 çулта Итали ветеринарĕ Эдуард Перрончито çырса кăтартнă. Унтанпа вăл вăхăт тата патшалăхсен чиккисем урлă каçса 21 ĕмĕрте те кайăксене пĕтерет.

Çынсем чирлĕ чăхсене пула вилни пирки хыпарлани те час-часах тĕл пулать: ытларах чи инçетри тата ветеринари служби çитеймен вырăнсенче.

Пĕтĕм тĕнчери Сывлăх сыхлавĕн организацийĕн прогнозĕ тăрăх, вирус мутациленсен çынсемшĕн хăрушлăх шайĕ темиçе хутчен ỹсет. Ĕçĕ акă мĕнре: теорисенчен пĕрин тăрăх, çынсен паянхи чирĕсем майĕпен чĕр чунсенчен куçнă. Çакă юлашки вунă пин çул хушшинче пулса пырать. Çавăнпа та кайăксен грипĕ хăрушлăхне çухатмасть-ха теме пулать.

2014 çулта Раççейре Алтай крайĕнче тата Саха Республикинче ку чире çаклатнă тĕслĕхсене шута илнĕ. Кăçал - Аçтăрхан облаçĕнче, Тыва Республикинче.

Н.Васильева,

Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика