АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Рак чирĕнчен асăрханма пулать

25 июля 2015 г.

Онкологи чирĕ аталанасси çын хăйĕн пурнăçне мĕнле йĕркеленинчен тата кашни организмăн уйрăмлăхĕнчен килет.

Камăн-ха çак чирпе чирлес хăрушлăх пысăк? Хамăра мĕнле упрамалла? Çак ыйтусем çине хуравлама медицина практикинче хăш органăн шыçă чирĕсем ытларах тĕл пулнине тата мĕнле факторсем витĕм кỹнине пĕлни пулăшĕ. Рак чирĕпе чирленин сăлтавĕсем: пĕрремĕш вырăнта тĕрĕс мар апатланни (35 процент), пирус туртни (30 процент) иккĕмĕш вырăнта тăрать. Унсăр пуçне вируслă инфекцисем, ионпа ультрафиолет излучениийĕ, эрех ĕçни, таса мар сывлăшпа сывлани тата ыт.те.

Рак чирĕпе чирлессине асăрхаттаракан апатлану принципĕсем:

- ытлашши самăрланса каяссинчен упранмалла. Пысăк калориллĕ апат сахалрах çимелле, хусканусем ытларах туса организма пиçĕхтермелле;

- çуллă апат çиессине чакармалла;

- кашни кунхи апатлану диетине организма кирлĕ витаминсене тата антиканцерогенсене çителĕклĕ паракан чĕрĕ пахча çимĕçпе улма-çырла кĕртмелле;

- клетчаткăпа, пектинсемпе, фетатсемпе пуян апата çимелле (тĕрлĕ пăтăсемпе пахча çимĕç тата улма-çырла);

- эрех ĕçессине чакармалла (арçын талăкра 50 мл ытларах эрех ĕçни çăвар ăшчиккин, апат пырĕн, пĕверĕн, кăкăр ракне аталанма условисем туса парать);

- апатланура тĕтĕмленĕ тата нитратлă апат-çимĕç шайне чакарасси.

Уйрăмах пирус туртнин сиенĕ пирки каласа хăварас килет. Çак усал хăнăху ỹпке ракĕсен 80 проценчĕн сăлтавĕ пулнисĕр пуçне ытти органсене те сиенлет. Пĕр пачка пирусра радиоактивлă пайăркасен витĕмĕ 8 микрозивертпа, тепĕр май каласан, ỹте пĕр хут рентгенпа ỹкерсе илнĕ чухнехи дозăпа, танлашать. Апла пулсан, кунне пĕр пачка пирус туртса яракан çын çулталăка рентген ỹкерчĕкĕсен 365 эквивалентне хăй çине илет.

Ытти факторсем çинчен каласан - иммунитета çирĕплетĕр, наянланса ан ларăр, нумайрах тĕрлĕ хусканусем тăвăр, хĕвел питтинче сахалрах пиçĕхĕр (кунне 15 минут çитет). Пурнăçлама йывăр мар çак йĕркесене пăхăнса пурăнни шыçă чирĕсемпе чирлессин шайне 10 хут чакарать.

Н.МИХАЙЛОВА,

онколог врач.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика