АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьери ача - телейлĕ

25 июля 2015 г.

Ашшĕ-амăшĕн хỹттисĕр, тимлĕхĕсĕр юлнă ачасене хăйсен çемйине илсе тивĕçлĕ воспитани паракансем республикăра та, районта та йышлă. Вĕсем чăннипех те пысăк чĕреллĕ çынсем. Шăпах çакăн пек çемьесем пĕр-пĕринпе тĕл пулччăр, курнăçса калаçчăр, тĕрлĕ ыйтусене сỹтсе явччăр тесе нумай пулмасть республикăра ача усрава илнĕ çемьесен 3-мĕш форумĕ иртнĕ. Унта опекунсемпе попечительсем, ача усрава илнисем, ача вăхăтлăх усракан ашшĕ-амăшĕ, опекăпа попечительлĕх органĕсен специалисчĕсем, ача çурчĕсен, интернатсен ертỹçисемпе педагогĕсем, çемьесене пулăшса пыракан кураторсем хутшăннă.

Асăннă анлă мероприятие районти çемьесемпе специалистсем те çитсе килнĕ.

- Форум делегачĕсем дискусси лапамĕсенче ашшĕ-амăшĕн хỹтлĕхĕсĕр тăрса юлнă ачана çемьене йышăнассипе çыхăннă ыйтусене сỹтсе яврĕç, ют пепкесене воспитани парассипе опыт пухнисем ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. Унта пирĕн районти ашшĕ-амăшĕсем те хастар хутшăнчĕç. Сăмахран, Галина Волкова, Галина Макарова тухса калаçрĕç, хăйсен паха опычĕпе паллаштарчĕç. Кунăн иккĕмĕш çурринче пленарлă пуху иртрĕ, - пĕлтерчĕ форума кайса килнĕ хыççăн районти опекăпа попечительство секторĕн заведующийĕ Татьяна Галзанова.

Паянхи куна районти 62 çемье 85 ачана хăйсен хỹттине илнĕ. Палăртса хăвармалла, 4 çемье тỹрех 3-шер пĕр тăван пепкене усрава илнĕ. Ачасене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстересси çăмăл мар, çакна кашни ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет тата ăнланать. Акă, Çĕнĕ Каçал ялĕнче пурăнакан Волковсем те кашни ачана çемьере çитĕнмелле тенине тĕпе хурса 4 çулхи Ксюшăна усрава илнĕ. Галина Николаевна каланă тăрăх, пĕчĕк хĕре хăйсен хỹттине илме вĕсем тĕплĕн хатĕрленнĕ, ыйтăва çемйипех сỹтсе явнă. Пурте пĕр шухăшлă пулса хĕрача илес тенĕ. Анчах та кĕтмен çĕртен çемье пуçĕ çĕре кĕнĕ. Галина Николаевна тата икĕ ывăлĕ шухăшне улăштарман, Ксюшăна киле илсе килнĕ. Вăл пĕрремĕш тĕл пулурах "Анне!" тесе чĕннине хĕрарăм нихăçан та манмасть. Волковсен çемйинче хỹтлĕх тупнă хĕре пурте юратаççĕ, ачашлаççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ют мар, чи хаклă хĕр тата йăмăк. -

Ксюша тăван амăшне, ашшĕне, ытти тăванĕсене питĕ лайăх ас тăвать, аса илет. Апла пулин те эпир уншăн чи çывăх çыннисем пулнине ăшшăн çупăрласа пĕлтерет, çутă куллипе чуна савăнтарать, - тет савăнăçне пытармасăр хĕрарăм.

Хирти Мăрат ялĕнче пурăнакан Макаровсем те Настьăпа Аленăна хăйсен хỹттине илнĕ. Вĕсем хĕрĕсене тивĕçлĕ воспитани парса ỹстерес, куллен пулăшса пырас тĕллевпе малалла утаççĕ. Тăтăшах тĕрлĕ конкурссене, мероприятисене хутшăнаççĕ, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнаççĕ. Хĕлле йĕлтĕрпе ярăнма, çулла çуран чупма вăхăт тупаççĕ. Çемьене хĕрсене илсе килсессĕн йывăрлăхсем, паллах, пулнă: шкул программине ĕлкĕрсе пырайманни, пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнусем йĕркеленменни, ютшăнни. Макаровсем йывăрлăхсене пĕрле çĕнтернĕ. Паян вĕсен çемйинче ача-пăча кулли, сасси ян! янăрать. Акă вăл - çемье телейĕ.

"Ача-пăча ỹстересси чун-чĕре ăшшисĕр пулмасть. Эсир ют çынсем çутă кун парнеленĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула хăйсем пăхман пепкесене хỹтте илнĕ те - хăвăр çуратман пулсан та чун ăшши парнелетĕр. Тĕрĕссипе, çакă тĕлĕнмелле пулăм. Чăннипех пысăк чĕреллĕ çынсем кăна çакнашкал утăмсем тăваяççĕ. Телее, паян пирĕн республикăра ун пек ырă çемьесем сахал мар".

М.Игнатьев, ЧР Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан.

Республикăра ку таранччен 3 ача çуртне тăлăхсенчен пушатма май килнĕ, ют ачана хăйсен хỹттине илнĕ çемьесен йышĕ юлашки 5 çулта 11,7 процент ытларах. Тăлăхсен 92,3 проценчĕ паян çемьесенче пурăнса воспитани илет. Раççей Федерацийĕнче ача усрава илессипе Чăваш Ен Пенза облаçĕ хыççăн чи ырă тĕслĕх кăтартакан регион.

Валентина КОНСТАНТИНОВА:

"Ача усрава илнĕ çемьесене пĕр-пĕринпе хутшăнма, хумхантаракан ыйтусене сỹтсе явма, пĕр-пĕрин паха опычĕпе паллашма майсем туса пани çав тери пысăк пĕлтерĕшлĕ. Асăннă форумăн теми те анлă пулчĕ. Унта ачасене хăйсен хỹттине илнĕ çемьесене психологипе педагогика, право, медицинăпа социаллă хỹтлĕх енчен пĕтĕмĕшле пулăшса пырассине сỹтсе яврĕç, тĕллевсене палăртрĕç. Чăваш Республикин ертỹлĕхĕ тăлăх ачасене пăхакан çемьесене пысăк тимлĕх уйăрни, куллен пулăшса пыни, тĕрлĕ ыйтăва уçăмлатни чăннипех те паха".

А.ЕФРЕМОВА хатĕрленĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика