АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хула ялпа çывăхланасшăн

25 июля 2015 г.

 Чылай чухне хулара пурăнакансем ял хуçалăхĕ мĕнле аталанни пирки пĕлмеççĕ те, тĕлленмеççĕ те. Ял ĕçченĕн хальхи вăхăтри ĕç-хĕлĕпе, пурнăçĕпе сăмах вĕççĕн илтнипе мар, хăйсен куçĕпе курса туйса илччĕр тесе Шупашкарти Мускав районĕ "Фермер патне - хăнана" проект пурнăçа кĕртет. Унпа килĕшỹллĕн, активистсен ушкăнĕсем тĕрлĕ районсене çитсе кураççĕ.

Акă, июлĕн 23-мĕшĕнче пирĕн районта та Мускав районĕнчи ТОСсен активисчĕсем пулчĕç. Хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - ял хуçалăх тата экологи пайĕн начальникĕ Илдус Миннетуллин кĕтсе илчĕ. Вĕсене çĕр улми ỹстерессипе республикăра та чапа тухнă "Слава картофелю" агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма кăсăклă пулчĕ. Кунта тĕнчере малта пыракан технологисемпе, паянхи хăватлă техникăпа усă кураççĕ. Çавăн пекех "Изамбаевский" сĕт заводĕнче, Ф.Г.Хайртдиновăн хресченпе фермер хуçалăхĕнче те производствăна аталантарас ĕçре чăн-чăн хуçасем ĕçленине палăртрĕç Шупашкарсем. Тĕл пулу вăхăтĕнче шăп çакăн пек маттур çынсен тăрăшулăхĕпе пирĕн районта ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем пĕрре те пушă выртманни пирки те асăнчĕ Илдус Хадзятович. Çĕнĕ Кипеçре кăларакан сырсене астивнĕ хыççăн вара хăнасем малашне магазинсене кайсан урăх производительсен юр-варĕ çине çаврăнса та пăхмасса пĕлтерчĕç. Ара, кашниех хăйĕн çемйине, ачисемпе мăнукĕсене пахалăхлă, тĕрлĕ консервантсемпе сăрлакан япаласем хушман апат-çимĕç çитересшĕн-çке. Комсомольскисен продукцийĕ вара шăпах çак ыйтусене тивĕçтерет, ахальтен мар пирĕн сырсем тĕрлĕ шайри конкурссенче медальсене тивĕçеççĕ. "Изамбаевский" сыр "чăваш биопродукчĕ" сертификата та тивĕçнĕ. Хăнасем эскурсипе кăмăллă юлчĕç, хăйсене çапла ăшшăн йышăннăшăн тав турĕç. "Тăван республикăра ял хуçалăхĕ чăннипех те аталанать, тĕрекленет", - пĕтĕмлетрĕç вĕсем, малашнехи ĕçре ăнăçусем сунчĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика