АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тема - обществăлла транспорт

25 июля 2015 г.

Июлĕн 28-мĕшĕнче "Пирĕн республика. Тĕп тема" программăн улттăмĕш кăларăмĕ эфира тухать. Ку хутĕнче тĕп тема республикăри обществăлла транспорта пырса тивет. Куракансем Чăваш Енри пассажирсене илсе çỹрекен автомобиль тата авиатранспорт ĕç-хĕлне мĕнле йĕркеленипе паллашĕç, республикăри ертсе пыркан предприятисене çитсе курĕç, пирĕн вара пассажирсене илсе çỹрекен чи лайăх ĕçченсемпе паллашма май пулĕ.

Чăваш Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа Леонид Никитин журналист транспорт отраслĕ мĕнле аталанни, малашнехи тĕллевсем тата хумхантаракан ытти ыйтусем тавра калаçĕç.

Телепрограммăн улттăмĕш кăларăмне июлĕн 28-мĕшĕнче "Россия-1" каналпа 19.25 сехетре, Наци телевиденийĕпе 20.30 сехетре курма пулать.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика