АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Ыр ут хыççăн пин ут шыв ĕçнĕ"

25 июля 2015 г.

Çапла каланă ваттисем ĕлĕкех. Ытарлă каларăшăн пĕлтерĕшĕ мĕнре-ши? Ман шутпа, кунта хăйсем хыççăн ыттисене ертсе пырса ырă ĕç тума хавхалантаракансем çинчен каланă, урăхла каласан, пуçаруçăсем пирки. Пурнăçра яланах çапла вĕт-ха: ачи ашшĕ-амăшĕнчен, тус-юлташ - пĕр-пĕринчен, кỹршĕ - кỹршĕрен, кĕçĕнни аслинчен вĕренсе пырать, тĕслĕх илет. Ĕçре те çаплах: нумай опыт пухнисем çамрăксене вĕрентсе, хăйсем хыççăн ертсе пыраççĕ.

Мĕншĕн пуçартăм-ха паян çак сăмаха? Авăн уйăхĕнче район Пухăвĕн, ял поселенийĕсен Пухăвĕсен депутачĕсене суйлама вăхăт çитет. Ун хыççăн ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене те çирĕплетĕç. Халь шăпах кандидатсем тăратнă тапхăр. Çĕнĕ йышра та пуçаруллисене, район, ял шăпишĕн, аталанăвĕшĕн, экономикăна тĕреклетессишĕн чăннипех тăрăшакансене курас килет. Кĕсьере хытă хуплашкаллă хут чиксе çỹрени, пухусенче алă çĕклесе сасăласа ларни çеç депутат пулнине пĕлтермест-çке, чунпа пулмалла депутат. "Халăх тарçин" ятне илсен тăван тăрăхри çынсен пурăнмалли услови-йĕсене аванлатас, вĕсен интересĕсене хỹтĕлес тесе çунса тăракансене суйламалла. Çамрăк та вăйпитти, анлă тавракурăмлă депутатсемпе юнашар пурнăç тутти-масине тутанса курнисем ăс парса пыни тĕрлĕ сулăнчăка каясран упрĕ.

Хальхи созывра пуçаруллă депутатсемпе пуçлăхсем чылай. Вĕсем килĕштерсе ĕçленипе ял инфраструктурине çĕнĕлĕхсем кĕртеççĕ, территорире пурăнакансен шухăш-кăмăлне шута илсе кĕперсем, спорт площадкисем тăваççĕ, палăксем юсаççĕ-лартаççĕ, пĕвесемпе плотинасене тасатаççĕ тата ытти те. "Эпир мар пулсан кам?" девизпа ĕçлеççĕ ун пеккисем. Хăш-пĕр ялсенче тата обществăлла советсем йĕркеленĕ, вĕсем те нумай ырă ĕç пуçараççĕ: тирпей-илем ыйтăвне çĕклеççĕ, ачасен канăвĕ çинчен шутлаççĕ, тĕрлĕ уявсемпе спорт мероприятийĕсенче пулăшаççĕ, инкек-синкекре алă тăсса параççĕ... Чăн-чăн депутатпа пуçлăхшăн, тĕрлĕ шайри специалистсемшĕн çын инкекĕ ют пулмалла марах. Çакăн чухне кăна вăл халăх хисепне, тав сăмахне тивĕçлĕ пулĕ. "Маншăн пулсан ик айкки те тăвайкки" текенĕн хăйне валли депутатсен корпусĕнче мар, урăх çĕрте вырăн шырамалла. Пуçаруллисене çул памалла.

Хисеплĕ вулаканăмăрсем, эсир те çакнашкалах шутлатăр пулĕ тетĕп. Маттуррисем, пуçаруллисем, хăйсен тĕслĕхĕпе ыттисене хавхалантарма пĕлекенсем пуçлăх тата депутат пулччăр тесен çавăн пеккисен кандидатурисене сĕнмелле. Сентябрĕн 13-мĕшĕнче вара суйлава кайса хамăрăн шухăша ĕçпе çирĕплетмелле.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика