АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми кăлараççĕ

25 июля 2015 г.

 Ял хуçалăхĕнче тăрăшакансемшĕн хĕрỹ ĕç вăхăчĕ пуçланчĕ. Çуркунне мĕн лартнине, акнине пуçтарса илме вăхăт çитрĕ. Районти хуçалăхсем утă, сенаж, силос хатĕрлес енĕпе маттур ĕçлеççĕ. Халĕ ĕнтĕ вырмана тухрĕç, хăшĕсем ир пулакан çĕр улмие пуçтарса кĕртме тытăннă. Каçалсем ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас тесе тăрăшаççĕ.

Акă, "Комсомольские овощи" ООО-ра 140 гектар çĕр улми çитĕнтереççĕ, вĕсенчен 17 гектарĕ - ир пулаканни. Çиме хатĕр "иккĕмĕш çăкăра" кăларма тытăннă та. Импала сорт хăйĕн тухăçĕпе савăнтарать, вăтамран кашни гектартан - 240 центнер тухать.

- Паха тухăç пуçтарса кĕртесси чылай чухне çанталăк условийĕсенчен килет. Апла пулин те çĕр улмине вăхăтра пăхса тăни, апатлантарни, кăпкалатни, шăварни те пысăк витĕм кỹреççĕ. Ку енĕпе эпир пур ĕçе те вăхăтра пурнăçланă. Çавна май тухăçпа савăнатпăр, - паллаштарчĕ "Комсомольские овощи" ООО директорĕн çумĕ Марат Камальтдинов.

Уй-хирте тăрăшакансем çĕр улми шултăра тата йышлă пулнине палăртрĕç, вĕсем хыççăн михĕсем шăкăрин çеç ларса юлаççĕ.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика