АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çур ĕмĕр пĕрле пурăнасси - уй урлă каçасси мар

22 июля 2015 г.

Çемье вăл - ăшă та хăтлă карап. Ăна нимĕнле çил-тăвăл та хуçаймасть. Кашни çын, арçын-и е хĕрарăм-и, хăйĕн Турă çырнă мăшăрне тупса çемье çавăрать. Çемье телейĕ мĕнрен килет-ши? Ман шутпа, туслăхпа килĕшỹ пулсан, чунтан кĕтнĕ ачасем сывлăхлă тата телейлĕ çитĕнсен тата мĕн кирлĕ!? Çакăн пек çемьесемпе çĕршыв тĕреклĕ те çирĕп пулĕ. Нумай çул пĕрле кун кунлакан мăшăрсем çине пăхатăн та тĕлĕнетĕн. Вĕсен юратăвĕ, ăшă туйăмĕ чакма мар, кунран-кун тата та ỹссе амаланса пынăн туйăнать.

Александровкăра пурăнакан Браницынсем 51 çул алла-аллăн пурнăç çулне такăрлатаççĕ. Хура-шурне чылай курнă пулсан та, чунри ăшăлăхне, çепĕçлĕхне çухатман, çемьен çирĕплĕхне упраса хăварнă. Нумаях пулмасть вĕсем çемье институтне çирĕплетессине пысăк тỹпе хывнăшăн "Юратупа шанчăклăхшăн" медале тивĕçнĕ. Пĕлтĕр мăшăр ылтăн туйне паллă тунă. Çак уява халăх йышлăн пухăннă. Ачисемпе мăнукĕсем, тус-юлташĕ, кỹршĕ-аршă, тăванĕсемпе хăти-тăхлачи вĕсене ăшă сăмахсемпе телей, савăнăç суннă.

Владимир Егорович 1934 çулта Александровка ялĕнче çуралнă, вунă ачаран улттăмĕш пулнă. Вăрçă çулĕсенче ачасем ĕçпе мĕнле нушаланни каламасăрах паллă. Вĕсен мĕн пĕчĕкрен ĕçе кỹлĕнме тивнĕ. Владимир Егорович ялти 7 класлă шкула пĕтернĕ хыççăн колхозра ĕçлеме пикеннĕ.

1953 çулта вăл çар тумне тăхăннă. Аякри Белоруси çĕрĕ çинче чăваш ятне çỹлти шайра тытнă, 1956 çулта яла таврăнса тăван колхоза ĕçе кĕнĕ. Ăна кăштахран Канашри механизаци шкулне вĕренме янă.

Хăйĕн пурнăçĕнче кам кăна пулса ĕçлемен-ши вăл: трактористра та, бригадир пулăшуçинче те, скотникра та, каярах мĕн пенсие тухиччен бригадирта тăрăшнă. Кирек мĕнле должноçра та ĕçе яваплăха туйса, ĕçтешĕсене ăнланса пурнăçланă. Колхозран Целинана та ĕçлеме кайнă. Владимир Егоровичăн ĕç стажĕ 60 çулпа танлашать. Вăл халĕ те, 80 çула çитнĕ пулсан та, алă усса лармасть, хуралтăсене çĕнетет, мунча тăвать.

Фаина Алексеевна та Александровка ялĕнче 1946 çулта çуралнă. Шкулта 8 çул вĕреннĕ хыççăн вырăнти колхоза ĕçе вырнаçнă, унта 20 çул дояркăра чунне парса тăрăшнă. Вăл вăхăтра ĕне сума аппаратсем пулман паллах, 18-20 ĕнене алăпах сунă. Фаина Алексеевна шаннă ĕçе чунтан, типтерлĕ, кирлĕ пек пурнăçланă. Ахальтен мар ĕнтĕ дояркăра ĕçленĕ чухне Чăваш Республикин, свинаркăра 6 çул ĕçлесе Раççей Федерацийĕн Тав хучĕсене тивĕçнĕ. Унсăр пуçне кашни çулах грамотăсем илсех тăнă, яланах малти ретре пулнă. Кинемей ĕçрен нихăçан та ỹркенмен, свинаркăра ĕçлеме пăрахсан колхозра бригадăра тăрăшнă. Фаина Алексеевнăн çуртра та тап-таса, пĕр çỹп-çап та кураймăн, пахчара та улма-çырла, пахча çимĕç çитĕнтерме кахалланамасть. "Ỹркенмен çыннăн хĕлле хырăмĕ тутă пулĕ", - тет вăл.

Браницынсен çемйинче яланах килĕшỹ хуçаланать. Чашăк-тирĕк шăкăртатасси пулнах ĕнтĕ, анчах çав сасса ял-йыш мар, кỹршĕ-аршă та илтмен. Мĕнле кăна шар курман пулĕ çак çемье. Хуралтисем те çунса кайнă пулнă, ырă çынсем пулăшнипе çеç çĕнĕрен хăпартма май çитернĕ. Анчах та хисеплĕ çемье алă усмасть, пурнăç çине мал ĕмĕтлĕн пăхать. Фаина Алексеевнăпа Владимир Егорович ăçта кăна çитсе курман пулĕ: ту тăррине те хăпарнă, Казахстанра та, Бакура та, тата та ытти çĕрте те пулнă.

Браницынсем 3 ача çуратса ỹстернĕ, тивĕçлĕ воспитани парса ура çине тăратнă. Асли, Саша, çемйипе Мускавра тĕпленнĕ, вăталăххи, Елена, çемйипе Чĕмпĕрте пурăнать. Вĕсем хăйсене килĕшекен профессисене суйласа илсе тĕрлĕ çĕрте тăрăшаççĕ. Кĕçĕнни Татьяна вара аякка кайма шутламан, мăшăрĕпе Александровкăрах тăван килте тĕпленнĕ, райпора юристра вăй хурать.

Çур ĕмĕр пĕрле шăкăл-шăкăл калаçса пурăнакансенчен çемьере килĕшỹ мĕн çинче тытăнса тăни çинчен ыйтмасăр чăтаймарăм.

- Çур ĕмĕр пĕрле пурăнасси - уй урлă каçасси мар ĕнтĕ. Пĕр-пĕрне ăнланма тăрăшмалла. Çемье пурнăçĕнче вăхăтра чарăнма, шухăшласа илме пĕлни пĕлтерĕшлĕ, - вăрттăнлăха уçрĕ Фаина Алексеевна.

Чăнах та, çемье çирĕплĕхĕнче, çумра яланах юратнă мăшăр пулнинче пурнăçри телей уççи пытаннă пулĕ. Килĕшỹллĕ мăшăр çине пăхсассăн çакна тата та лайăхрах ăнланатăн.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика