22 июля 2015 г.
2015 çулхи çур çул хыçала юлчĕ. РФ муниципалитетсем хушшинчи "Комсомольский" уйрăмĕнче те çак кунсенче çур çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ.
Январь - июнь уйăхĕсенче икĕ районта (Елчĕк тата Комсомольски) 141 преступлени регистрациленĕ. Ку кăтарту пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан 4,4 процент ытларах. Çав шутра Комсомольски районĕнче 92 (пĕлтĕр 73) преступлени шута илнĕ, Елчĕк районĕнче - 49 преступлени (пĕлтĕр - 62). Палăртнă тапхăрта регистрациленĕ 21 преступление уçăмлатнă, ĕçе вĕçленĕ.
Обществăлла вырăнсенче тунă преступленисем иртнĕ çулхи 6 уйăхри кăтартуран пысăкрах. Сăмахран, районта обществăлла вырăнсенче 18 преступлени (пĕлтĕр 15) тунă. Урамра кăçал 11 преступлени регистрациленĕ, пĕлтĕр 14 пулнă. Обществăлла вырăнти лару-тăрăва сăнама районта тĕрлĕ çĕре 23 камера лартни те пысăк пулăшу кỹрет.
Çул çитмен çамрăксем кăçал 3 преступлени тунă. Пĕлтĕрхи кăтарту - 2. Районти шалти ĕçсен пайĕнче 11 ача учетра тăрать. Ачасем обществăлла вырăнсенче çĕрле тата ỹсĕр çỹренĕшĕн ачисемпе ашшĕ-амăшĕсен тĕлĕшпе административлă протоколсем çырнă. Право органĕсенче ĕçлекенсем "Условник", "Подросток", "Полиция и дети", "Сообщи, где торгуют смертью" профилактика мероприятийĕсем, тĕрлĕ акци йĕркелени, калаçусем ирттерни лайăх витĕм кỹнине палăртаççĕ.
Çур çулта район территорийĕнчи çул-йĕр çинче 13 авари регистрациленĕ, инкекре 4 çын вилнĕ, 16 çын аманнă. Çул-йĕр инспекторĕсем çур çулта çул-йĕр правилисене пăснă 1540 тĕслĕх регистрациленĕ, ỹсĕр 58 водителе тытса чарнă. Йĕркене пăснă çынсене 2762700 тенкĕлĕх административлă штраф панă, вĕсенчен 2044700 тенкине шыраса илнĕ.
Районта пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе вăхăтра тивĕçтерес енĕпе те тимлĕ ĕçлеççĕ. Сăмахран, çур çулта патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕçтерме 475 ыйту пулнă, электронлă майпа - 75. Çавăн пекех нумай функциллĕ центрсенчен - 20.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"