АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Информаци анонимлă тата шанчăклă пулĕ

22 июля 2015 г.

 2016 çулхи июлĕн 1-мĕшĕпе августăн 15-мĕшĕччен пĕтĕм Раççей территорийĕнче ял хуçалăх перепиçĕ иртĕ. Вăл килти хушма хуçалăхсене, пахчаçăсемпе дача тытакансене, фермер хуçалăхĕсемпе ял хуçалăх организацийĕсене пырса тивет. Перепиç йĕркелỹçисем пĕтĕмлетỹсемпе ял хуçалăхне аталантарма, ял хуçалăх производителĕсене патшалăх пулăшăвĕн çĕнĕ меслечĕсене тупма май паракан пысăк пĕлтерĕшлĕ тата шанчăклă информаци илессе шанаççĕ. Апла пулсассăн, информаци туллилĕхĕ халăх перепиçре активлă хутшăннинчен килет. Анчах та халăхри калаçусенчен перепиç пĕтĕмле-тĕвĕсемпе усă курса патшалăх фермер хуçалăхĕсемпе хресчен кил-çурчĕ çине налуксем ỹстерме пултарни пăшăрхантарни сисĕнет.

- Ку пĕрре те ун пек мар, - ăнлантарать Росстат, - перепиç хучĕсем ятсăр тата ыйтăма хутшăннисен хуравĕсем анонимлă пулĕç. Переписчиксен нимĕнле документсем те кăтартмалла пулмĕ. Ку вара пуçтаракан сведенисен тулли вăрттăнлăхне палăртать. Тултарнă перепиç хучĕсем налук тата урăх патшалăх органĕсене каймĕç.

Респондентсен кашни ушкăнне (перепиç объекчĕсене кура) уйрăм ыйтусем хатĕрлеççĕ. Килти хушма хуçалăх тытакансенчен переписчиксем килте миçе çын пурăннине, ỹстерсе туса илнĕ продукцие реализацилени, çынсене ĕçе явăçтарни, çĕр участокĕ, выльăх-чĕрлĕх йышĕ, хуçалăхра усă куракан техника, машина, оборудовани пирки ыйтса пĕлĕç. Пахчапа дача хуçисене паракан ыйтусен списокĕ тата кĕскерех: çĕр участокĕн лаптăкĕ пур пулсассăн, ял хуçалăх культурисем валли тата нумай çул ỹсекеннисем валли мĕн чухлĕ лаптăк уйăрни.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика