22 июля 2015 г.
Районти ял хуçалăх предприятийĕсем, фермер хуçалăхĕсем вырмана тухнă. Июлĕн 18-мĕшĕнче "Дружба" ЯХПК ĕçченĕсем чи малтан кĕрхи тулла вырма тытăннă. Хальлĕхе вĕсем çак ĕçе 80 гектар çинче пурнăçланă, 160 тонна тĕшĕленĕ. "Сюрбеево" ООО-ра 110 гектар çинчен 220 тонна тырă пуçтарса кĕртнĕ. "Слава картофелю" агрофирмăра 148 гектар çулнă, 273 тонна тĕшĕленĕ. Хайртдинов фермер хуçалăхĕнче 67 гектар, Минатуллин фермер хуçалăхĕнче - 23 гектар, Самарин фермер хуçалăхĕнче 20 гектар çапса тĕшĕленĕ. Пурĕ районĕпе 9 хуçалăх вырма ĕçĕсене пуçăннă, июлĕн 21-мĕшĕ тĕлне 470 гектартан 924 тонна тĕштырă пуçтарса кĕртнĕ, вăтам тухăç кашни гектартан - 19,6 центнер.
Çавăн пекех утă хатĕрлес ĕç те малалла пырать. 7136 тонна пуçтарса кĕртнĕ, 16644 тонна сенаж янтăланă. "Комсомольские овощи" 0,54 гектар çинчен 11 тонна çĕр улми кăларнă.
Ш.ЗЕЙНУТДИНОВ,
тĕп агроном.
Источник: "Каçал Ен"