22 июля 2015 г.
Чăваш Ене газомотор топливипе ĕçлекен техника туянма федераци бюджетĕнчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ.
РФ Правительство Председателĕ Дмитрий Медведев "2015 çулта федераци субъекчĕсене пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăх валли газомотор топливипе çỹрекен автобуссемпе техника туянма субсидисем уйăрасси çинчен" распоряжение алă пуснă. Уйăрма палăртнă 3 млрд тенке 23 субъекта параççĕ, вĕсен йышĕнче Чăваш Республики те пур.
Субсидие пурăнмалли çурт-йĕр тата коммуналлă хуçалăхсене валли автобуссемпе техника туянма ятарлă субсидисене уйăрмалли правилăсемпе килĕшỹллĕн палăртнă. Унпа килĕшỹллĕн Чăваш Ене 26728573,21 тенкĕ тивĕçмелле.
Источник: "Каçал Ен"