АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрремĕш Удостоверени панă

22 июля 2015 г.

 Июлĕн 20-мĕшĕнче Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн ларăвĕ иртнĕ. Унта Чăваш Ен Пуçлăхĕн должноçне йышăнма Михаил Игнатьев кандидатурине регистрацилес ыйтăва пăхса тухнă. Унăн пур ĕç хучĕ те, алă пустарнисем те "Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавĕ çинчен" саккунăн 27-29-мĕш статйисемпе килĕшсе тăнине палăртнă. Михаил Васильевича регистрацилесе удостоверени панă.

ЧР Тĕп суйлав комиссийĕн председателĕ Александр Цветков каланă тăрăх, Пуçлăх должноçне йышăнма пурĕ 12 çын хăйсен кандидатурине тăратнă, М.В.Игнатьев вара регистрациленĕ пĕрремĕш кандидат пулса тăнă.

Асăннă ларура М.В.Игнатьевăн шаннă çыннисене те регистрациленĕ. Вĕсем: И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУ ректорĕ Андрей Александров, Лев Кураков пенсионер, "Чебоксарские городские электрические сети" АУО директорĕн çумĕ Анатолий Игумнов, уйрăм предприниматель Алексей Львов, "ТУС" АХО генеральнăй директорĕ Николай Угаслов тата Çĕнĕ Шупашкарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ольга Петрова.

ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн пресс-служби.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика