18 июля 2015 г.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн даннăйĕсем тăрăх кăçалхи тăватă уйăх хушшинче республикăра пыршăлăх инфекцийĕсемпе чирленĕ 3612 тĕслĕхе регистрациленĕ - пур инфекциллĕ тата паразитарлă чирсен 2,4 проценчĕ.
Сальмонеллез, дизентери, вируслă А гепатит чирĕсем çынна апат-çимĕç урлă ереççĕ. Çуллахи кунсенче сывлăха сиен кỹме пултаракан апат-çимĕçсем çаксем: майонезпа е хăймапа тунă салатсем, кремпа сĕрнĕ кондитер изделийĕсем, шаурма, аш-какай катлечĕсем, рулетсем, паштетсем, студень. Пахча-çимĕçпе улма-çырлана çийиччен лайăх çумалла. Çимĕçсене санкцисĕр суту-илỹ вырăнĕсенче, палламан çынсенчен туянма кирлĕ мар. Уйрăмах хăвăрт пăсăлакан апат-çимĕç продукчĕсене: сĕт, турăх, тăпăрч, хăйма, килте тунă консервсене.
Апат-çимĕçĕн усă курмалли вăхăтне, этикетне (ярлыкне) пăхмалла. Тен, продуктсене сивĕтмĕшре усраман. Çакна та тĕрĕслемелле. Апат-çимĕç продукчĕсене суту-илỹ центрĕсенче туянсан аванрах. Унти ĕçченсен санитари требованийĕсене пăхăнма майсем пур. Апат хатĕрлес умĕн те, çиес умĕн те алăсене çумалла.
Чирленин пĕрремĕш паллисем (ăш пăтранни, хырăм ыратни, температура хăпарни) пулсанах сиплевпе профилактика учрежденийĕсенчен медицина пулăшăвĕ ыйтмалла.
Роспотребнадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕ.
Источник: "Каçал Ен"