18 июля 2015 г.
Çул çитмен ачасен канăвне усăллă ирттерес тата вĕсене преступлени çулĕ çинчен пăрас тĕллевпе Чăваш Енре тăтăшах "Подросток" профилактика мероприятийĕ иртет. Ăна виçĕ тапхăрпа йĕркелеççĕ: пĕрремĕш тапхăр - июнĕн 20-30-мĕшĕсенче, иккĕмĕшĕ - июлĕн 13-23-мĕшĕсенче, виççĕмĕшĕ августăн 3-13-мĕшĕсенче иртет.
Операцин пĕрремĕш тапхăрĕнче районти вĕренỹ учрежденийĕсенче 18 калаçу йĕркеленĕ, ачасемпе тĕл пулусем ирттернĕ. Çул çитмен çамрăксем çỹрекен вырăнсене çитсе тĕрĕсленĕ, йĕркене пăхăнмаллине каланă. Сăмахран, июлĕн 13-23-мĕшĕсенче пыракан тапхăрта та çул çитмен çамрăксене пысăк тимлĕх уйăрма палăртнă. Вĕсемпе тĕл пулусем ирттеретпĕр, профилактика калаçăвĕсем йĕркелетпĕр.
Р.ЖУКОВА,
районти шалти ĕçсен пайĕн çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен инспекторĕ.
Источник: "Каçал Ен"