АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул хĕррипе наушникпе утакансене штрафлаттарасшăн

18 июля 2015 г.

Раççей общество пуçарулăхĕн сайтĕнче сасăлав иртет. Мĕн пирки? Хăлхине наушник чикнĕ çуран çỹрекен çынсене, велосипедистсене сахалтан та 3 пин тенкĕлĕх штрафлаттарасшăн. Ку машинăсем çỹрекен вырăнта тата чукун çул çывăхĕнче утакансене пырса тивет.

Çакна шухăшласа кăларнисем каланă тăрăх, ку çул çинче çуран çỹрекенсен вилеслĕхне чакарать. Наушникпа пыракансене пула авариллĕ лару-тăру сиксе тухма та пултарать-мĕн.

Текстра çырнă тăрăх, наушникпе утакан çын тимсĕрлĕхне çухатать, çул çинче мĕн пулса иртнине курмасть те, илтмест те. Уйрăмах наушник автомашина пиклеттернине илтме чăрмантарать-мĕн, çавна май пăтăрмах сиксе тухма пултарать.

Хальлĕхе çак пуçарăва 400 яхăн çын ырланă. Ăна федераци шайĕнче пăхса тухчăр тесен 100 пин сасă кирлĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика