18 июля 2015 г.
Лайăх кил хуçин е хуçалăх ертỹçин кашни япали хăй вырăнĕнче, тирпейлĕ тата юсавлă. Кун пек çĕрте унта-кунта йăваланса выртакан ăпăр-тапăр е çĕрĕшсе-ишĕлсе ларакан хуралтă кураймăн. Пурне те асăрхаса вăхăтра юсама е юрăхсăра тухнине пăсса тăкма, йĕри-таврари курăка çулма, çỹп-çапа пуçтарма хăш вăхăтра ĕлкĕреççĕ-ши вĕсем тесе тĕлĕнетĕн тепĕр чухне. Чăн-чăн пурнăç çынни теес килет ун пек маттурсене.
Анчах та пиччĕнĕн тỹнтер енĕ, шурă тĕспе пĕрле хура тĕс яланах пур пекех, пирĕн пурнăçра та тỹнтерле тĕслĕхсем тупăнаç-тупăнаççех.
Пире хаçат ĕçĕпе районти ялсем тăрăх час-часах тухса çỹреме тивет. Куç тĕлне пулнă тирпейлĕхшĕн чĕререн хĕпĕртетĕн, хуçасăрлăх вара чуна ыраттарать. Акă, чылай çĕрте унччен выльăх-чĕрлĕх усранă, халĕ пушă комплекссем лараççĕ. Вĕсене комплекс теме чĕлхе те çаврăнасшăнах мар, тĕрĕссипе, ишĕлчĕкĕсем кăна юлнă. Çав кирпĕч куписемпе усă куракан та çук, пăсса пăрахакан та тупăнмасть. КРСсем çеç мар, усă курман сарайсем, йĕтем çинчи сушилкăсем тата ытти хуралтăсем те çил тухсан хăлтăр-халтăр сас парса лараççĕ. Ăнланатăп, пăсса тăкиччен вĕсене пăрахăçаласа куçман пурлăх реестрĕнчен кăлармалла. Хыçа юлнă çулсенче çакна тума вăхăт пулнах ĕнтĕ, пулман тăк - халĕ тупмалла. Ватсан кирпĕчĕ никĕс янă çĕре те каять-çке.
Уйрăм хуçалăхсенче те тĕл пулма пулать кун йышши тĕслĕхсемпе. Никам та пурăнман çуртсем тата питĕ мĕскĕннĕн курăнаççĕ. Кун пек пỹртсем кашни ялтах нумай, ашшĕ-амăшĕ леш тĕнчене куçсан хулара тĕпленнĕ ывăл-хĕрĕ куçса килни сайра пулать. Киввисем ишĕлеççĕ, таврари карти-хури тайăлса каять. Мăян-вĕлтĕренĕ вара çакăн пек вырăнсене питĕ кăмăллать-çке... Кун йышши ỹкерчĕксем ял илемне яраççĕ, кăмăла хуçаççĕ. Паллах, çакнашкал лару-тăрупа ял поселенийĕсен администрацийĕсем килĕшсе лармаççĕ, тирпей-илем, йĕрке кĕртес тесе нумай ĕç тăваççĕ. Çапах кашни çын харпăр хăй пурлăхĕшĕн яваплă пулмалла-çке, чăваш çыннин авалтан пыракан ĕçченлĕхне, хуçа туйăмне çухатса пыратпăр-шим?
Кил-çурт таврашне япăхтарни никама та илем кỹмест. Чăн-чăн хуçа пулма хăнăхма нихăçан та кая мар. Çынна хакланă чухне чи малтан "Хуçи епле, çурчĕ çапла", теççĕ-çке.
Любовь ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"