АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кандидатсем заявлени параççĕ

15 июля 2015 г.

 Пĕрлехи суйлав кунĕнче, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Пуçлăхне тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсене суйлăпăр.

Республика территорийĕнче муниципаллă 317 пĕрлĕхре вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен депутачĕсене 3746 мандат памалла. Вĕсенчен:

3194 мандата - ял тата хула поселенийĕсен депутачĕсене;

552 мандата - муниципаллă районсен тата хула округĕсен депутачĕсене.

Пирĕн районпа илес пулсан вара çакăн пек ỹкерчĕк. Район депутачĕсен Пухăвне 17 депутат, 12 ял поселенийĕн депутачĕ пулма 129 çынна суйламалла. ТСК председателĕ Новелла Розова каланă тăрăх, июлĕн 13-мĕшĕ тĕлне тăваттăн район Пухăвĕн депутачĕ пулма кăмăл пуррине пĕлтерсе суйлав комиссине документсем панă. Тăваттăшĕ те хăйсен кандидатурисене хăйсем сĕннĕ.

Аса илтеретпĕр, халăх тарçи пулас текенсенчен августăн 3-мĕшĕччен заявлени йышăнаççĕ, регистрацилес ĕç те çав кун вĕçленет.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика