АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕр улми çăкăра упрать

15 июля 2015 г.

 "Çĕр улмие мухтав" агрофирма çулсеренех Уй-хир кунне йĕркелессине йăлана кĕртнĕ ĕнтĕ. Акă кăçал та июлĕн 11-мĕшĕнче тĕрлĕ регионсенчен - Тутарстан, Мари Эл, Мордва республикисенчен, Чĕмпĕр, Оренбург, Пермь, Чулхула, Свердловск облаçĕсенчен - килсе çитнĕ хăнасем çĕр улми туса илес енĕпе пĕр-пĕрин опычĕпе паллашрĕç, "иккĕмĕш çăкăра" лартнă уйсене çитсе курчĕç.

Уй-хир кунне "Çĕр улмие мухтав" агрофирма генеральнăй директорĕ Хасият Идиатуллин уçрĕ, семинар тĕллевĕпе, килнĕ хăнасемпе паллаштарчĕ. Чăваш Республикин ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, "АСК" ОООн директорсен совечĕн председателĕ Александр Капитонов, район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Илдус Миннетуллин семинара хутшăнакансене уявпа саламларĕç, тухăçлă кун сунчĕç. Çĕр улми туса илес енĕпе ĕçлекен специалистсем кăсăклă докладсемпе тухса калаçрĕç. Акă, А.Г.Лорх ячĕллĕ ВНИИКХ стандартпа сертификаци уйрăмĕн заведующийĕ, биологи наукисен кандидачĕ Б.В.Анисимов çĕр улмин Раççей стандарчĕсемпе, халăхсем хушшинчи аналогсемпе гармонизацилес ыйтупа паллаштарчĕ. "Çĕр улми пĕрлешĕвĕн" директорĕ А.П.Красильников 2014-2015 çулсенчи çĕр улмипе пахча-çимĕçĕн рынокри лару-тăрăвĕ, 2015-2016 çулсенчи перспективисем çинчен каласа пачĕ.

Хасият Идиатуллин "Çĕр улмие мухтав" агрофирма ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ. Агрофирма аталанăвĕн çĕнĕ концепцийĕсем - "АСК" ушкăн предприятийĕсене специализацилесси (кашни территорире уйрăм техника тата ĕçченсем), техникăпа кирлĕ чухлĕ тивĕçтересси, çĕр ĕçне биологизацилесси. Семинара хутшăнакансене "АСК" ушкăнăн структури кăсăклантарчĕ. "Çĕр улмие мухтав" агрофирмăн Елчĕкри, Канашри, районти уйрăмĕсем кашниех пĕр çул-йĕр суйласа илнĕ. Сăмахран, пĕрисем вăрлăхлăх çĕр улми, теприсем элитлă тата репродукциллĕ вăрлăхлăх çĕр улми, виççĕмĕшĕсем çимелли çĕр улми çитĕнтереçççĕ. "Комсомольские овощи" уçă вырăнта пахча-çимĕçпе çĕр улми ỹстерет. Кун пек уйăрсан ĕçлеме те çăмăлтарах иккен. Çĕр улмирен пысăк тухăç илес тесе агрофирма техникăна та кашни çулах çĕнетсе, шутне ỹстерсех пырать. 2015 çулта агрофирмăра 20 трактор, 6 сажалка, çĕр улми пуçтаракан 5 комбайн, йăран тăвакан 7, шăваракан 10 техника, 3 опрыскиватель, склад техникин 6 комплекчĕ ĕçлет. Çĕр улмин çĕнĕ сорчĕсене те кĕртсех пыраççĕ. Гала, Ред Скарлетт, Импала, Невский, Инноватор, Колете тĕп сортсемсĕр пуçне Ред Соня, Нандина, Коломба, Сифра, Мемфис, Маделине, Уладар, Журавинка, Волат, Бриз, Манифест, Крепыш, Зорачка, Любава, Вектор, Челленджер, Лилея, Накра, Метеор, Великан, Ильинский сортсем сăнавра. "АСК" агрофирма 740 гектар çĕр улми туса илнисĕр пуçне 2300 гектар пĕрчĕллĕ тыр-пул, 300 гектар нумай çул ỹсекен курăк тата сидерат валли 900 гектар уйăрнă.

Конференци залĕнчи калаçу хыççăн ĕçлĕ ушкăн "иккĕмĕш çăкăр" пуссине çул тытрĕ. Тип-тикĕс те ем-ешĕл курăнакан йăрансем çине вара куç илмесĕр пăхас килет. Пĕрремĕш хирте çитĕнекен Гала, Ред Скарлетт, Инноватор, Колете, Ред Соня, Нандина сортсен пахалăхĕ, тухăçлăхĕ çинчен агрофирма агрономĕ А.В.Селиванов каласа пачĕ, специалистсем шăваракан оборудовани пирки пĕлтерчĕç.

Малалла вара семинара хутшăнакансем Елчĕк районĕнчи Кỹльпуç ялĕ çумĕнчи хирсенче çитĕнекен илепер (донник) курăкĕпе паллашрĕç. Ăна çитĕнтерес уйрăмлăхсем çинчен агроном, ял хуçалăх ăслăлăхĕн кандидачĕ В.М.Мутиков каласа пачĕ.

Агрофирмăра пултаруллă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Механизаторсем те, рабочисем те ăста, пур агротехника ĕçне те пахалăхлă пурнăçлаççĕ. Çĕр улми туса илме çăмăлах мар паллах, анчах та ăна хĕлĕпе упрама та пĕлмелле. Кун валли "АСК" агрофирма çĕнĕ хранилище туса лартнă. Ĕçлĕ ушкăн унта та çитсе курчĕ. Кунта вара Комсомольскисене ăмсанмаллах. Хранилищĕне 6 секцие пайланă. Пĕринче çĕр улмие контейнерсенче, 4 секцинче купаласа упраççĕ. Пысăк залра - ĕç зони. Кунта çĕр улмие ятарлă оборудованипе усă курса суйлаççĕ. "ТАВ" строительство компанийĕ хăпартнă хранилищĕре продукцие упрама çав тери меллĕ. Хĕлĕпех ĕçченсем çĕр улмие виçсе сутма хатĕрлеççĕ.

Семинара хутшăнакансем çĕнĕ йышши техника, ỹсен-тăрана чиртен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăран хỹтĕлемелли им-çам туса кăларакансемпе тата сутакансемпе те паллашса калаçрĕç.

Семинар ĕçĕ малалла агрофирмăн конференци залĕнче тăсăлчĕ. Вăл çỹлти шайра иртнине пурте палăртрĕç.

Н.АРХИПОВА.

Источник: "Канаш"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика