11 июля 2015 г.
Ял хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илесси пысăк вырăн йышăнать. Çавна май çĕршывра тĕрлĕ приоритетлă программăсем ĕçлени те пысăк пулăшу кỹрет. Сăмахран, Чăваш Енре "Фермер хуçалăхĕн никĕсĕ çинче 2012-2015 çулсенче çемье фермисене аталантарасси" ятарлă программа лайăх пурнăçланса пырать. Ĕçе пуçăнакан çамрăк фермерсене пулăшма 2015 çулта республика бюджетĕнчен 1 млн 6,8 пин тенкĕ, федераци бюджетĕнчен 19 млн 129 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Çавăн пекех çемье фермисене аталантарма республика бюджетĕнчен - 609 пин, федераци бюдже-тĕнчен 11 млн 571 пин тенкĕ уйăрнă.
Кăçал Хирти Сĕнтĕр ял тăрăхĕнче пурăнакан Григорий Прокопьев та патшалăх пулăшăвне тивĕçнĕ. Грантпа 100 пуç ĕне вырнаçмалăх сĕт-çу фермине реконструкцилеме тытăннă. Паянхи куна фермер хуçалăхĕнче сăвакан 20 ĕне тытаççĕ, çитес вăхăтра вара вĕсен шутне ỹстерме палăртнă.
(ХАМĂР ИНФ.).
Источник: "Каçал Ен"