11 июля 2015 г.
Çемьери килĕшỹлĕх мăшăрсем пĕр-пĕрне итлеме, илтме тата ăнланма, каçарма, пулăшма пĕлнинчен нумай килет. Çак чăнлăха пуçа, ăша хывнисен çеç мăшăрлă пурнăçĕ телейлĕ, шăкăл-шăкăл иртет. Пирĕн районта юратупа килĕшỹре çур ĕмĕр е ытларах та пурăнакан мăшăрсем йышлă. Вĕсен ывăл-хĕрĕ те маттур, йĕркеллĕ, çĕршыва юрăхлă çынсем пулса çитĕнеççĕ.
Июлĕн 8-мĕшĕнче, Çемье, юрату тата шанчăклăх кунĕнче, алла-аллăн нумайшар çул утакан виçĕ мăшăра районти тĕп библиотекăра чысларĕç. Çак хисепе тата "Юратупа шанчăклăхшăн" медале илме Александровка, Кайнлăк, Шурут ял тăрăхĕсенчи Фаина Алексеевнăпа Владимир Егорович Браницынсем, Роза Александровнăпа Анатолий Васильевич Можаевсем тата Зоя Григорьевнăпа Иван Михайлович Матросовсем тивĕçрĕç. Пурин те çемье стажĕ 50 çул урлă каçнă. Çак çемьесене ял-йыш хисеплет, хăйсен хастар ĕçĕпе ырă ята тивĕçнĕ вĕсем, ачи-пăчине тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларнă. Е.Хораськина библиотекарь уяв историйĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене пурнăçлакан И.Х.Миннетуллин, социаллă хỹтлĕх пайĕн начальникĕ И.А.Никитина, ЗАГС пайĕн специалисчĕ С.П.Портнова мăшăрсене ăшшăн саламларĕç, медальсемпе тата парнесемпе чысларĕç. Александровка, Кайнлăк тата Шурут ял поселенийĕсен пуçлăхĕсем хăйсен тăрăхĕнче пурăнакан çемьесемпе мăнаçланнине, вĕсенчен тĕслĕх илнине каларĕç, мăшăрсене саламласа вăрăм кун-çул, тăнăç пурнăç сунчĕç. Вĕсен саламĕсем çумне наградăна тивĕçнисен ачисемпе мăнукĕсем те хутшăнчĕç, чун ăшшине, йăл куллине парнелерĕç.
Çỹçĕсене кĕмĕл тĕс çапнă мăшăрсем çавра сĕтел хушшинче хăйсен çамрăклăхне аса илчĕç, çемьери килĕшỹлĕх вăрттăнлăхне уçса пачĕç, çамрăксене ачаш та çепĕç туйăмсене куç шăрçи пек упрама сунчĕç. Кашни çемьен - хăйĕн пысăк историйĕ, кĕнеке çырмалăх та çитет пуль. Çавăнпа та эпир вĕсем çинчен малашнехи номерсенче çырса кăтартма шутларăмăр.
Кун-çулсене пĕр тĕвве çыхсан тирĕк-чашăк шăкăртатни те, савăнăçĕ те, кулянмалли камăн пулмасть пуль? Çапах вĕсем çемье интересĕсене мала хурса черчен туйăмсене сỹнме паман, пĕр-пĕрне каçарма пĕлнĕ, Турă панă кун-çул тăрăх вĕçне тухичченех пĕрле утма тĕв тунă. Сывлăхăрсем пулччăр, хисеплĕ çыннăмăрсем!
Л.ШУРЯШКИНА.
Источник: "Каçал Ен"