11 июля 2015 г.
Июлĕн 7-мĕшĕнче Чулхула облаçĕнче "Атăл тăрăхĕнчи уй-хир кунĕ - 2015" мероприяти шайĕнче Атăлçи федераци округĕнче агропромышленноç комплексне аталантарас енĕпе ĕçлекен канашлу иртнĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераци округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев хутшăннă. Ларура ял хуçалăхне аталантарассипе çыхăннă çивĕч ыйтусене сỹтсе явнă. Михаил Бабич паян ял хуçалăхне малалла аталантарса пырасси палăртнă ыйтусене вăхăтра татса панинчен килнине асăннă. Банк-кредиторсемпе тухăçлăн ĕçлеме хушнă. Ял хуçалăх çĕрĕсене пусă çаврăнăшне кĕртесси те - тĕп ыйтусенчен пĕри.
- Федераци харпăрлăхĕнчи усă курман çĕр лаптăкĕ çав тери нумай. Çĕрсенчен 15 процентне пачах çаврăнăша кĕртмен, вĕсене патшалăх тата муниципалитет субъекчĕсен харпăрлăхне паман. Тĕслĕхрен, наука академийĕн, тĕрлĕ институтсен çĕрĕсем çинче, вĕсем чи лайăххисем, хуçалăхсем пысăк тупăш илнĕ. Çавна май эпир шăпах çак çĕрсене çаврăнăша кĕртме тăрăшмалла, палăртнă Михаил Бабич. Раççей территорийĕнче Атăлçи федераци округĕн лаптăкĕ 6 процент йышăнать, ял хуçалăх таварĕсене пĕтĕмпе 25 процент туса илеççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев ларура регионшăн пĕлтерĕшлă ыйтусем, патшалăх пулăшăвĕпе эффективлă усă курасси çинчен калаçнă. 2016 çулта федераци хыснинчен регионсене валли субсиди валеçсе пани пирки те чарăнса тăнă. Чăваш Республикине хăмла ỹстерме пулăшу кỹме ыйтнă. "Паянхи рынок тытăмĕнче хăмлана самаях ыйтаççĕ. Пирĕн республикăра ăна çитĕнтерме пур услови те çителĕклĕ", - тесе палăртнă Михаил Игнатьев.
Журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă май Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ Александр Ткачев палăртнă: "Чăваш Ен ял хуçалăх производствине аталантарса пырассипе лайăх ĕçлет. Республика хальхи пурнăç таппипе пĕр тан утать".
Чăваш Енре 2014-2015 çулсенче ял хуçалăх таварĕсен производство индексĕ пур категорири хуçалăхсенче те республикăра 102,1 процента çити хăпартнă. Атăлçи федераци округĕпе илес пулсан, аш-какай тирпейлессипе регион 4-мĕш вырăнта тăрать. (2014 çулта 7-мĕш вырăнта пулнă). Сĕт-çу тирпейлессипе те, сăвăмпа та округра чи лайăх 8 регион шутне кĕнĕ. Республикăра 573,7 пин гектар çĕре тирпейлесе акса хăварнă. Нумай çул усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртессипе те республикăра лайăх ĕçлеççĕ. Пурĕ регионта ял хуçалăх валли уйăрнă усă курман çĕр лаптăкĕсем 40 пин гектар тăрса юлнă. Республикăра 2015 çулта 30 инвестици проектне пурнăçа кĕртнĕ. Тата та кăçал аграри тытăмне 8,5 млрд тенкĕлĕх инвестици хывма палăртса хунă. Юлашки çулсенче регионта пысăк технологиллĕ производствăсем хута каяççĕ. Калăпăр, "Ядринмолоко" АУО, "Девелей" ООО, Шупашкарти аш-какай предприятийĕпе сĕт-çу, сыр базине те модернизациленĕ, вĕсен таварĕсене çĕршыври пасарсене сахал мар вырнаçтараççĕ. Канашра "Develey GmbH" нимĕçсен компанийĕ тĕрлĕ соуссем калăплать.
Аграри тытăмне пулăшу парассине патшалăх çултан çул ỹстерсех пырать. 2015 çул валли ял хуçалăхне аталантарма 2,69 млрд тенкĕ пăхса хăварнă çак пулăшу 2014 çулхипе танлаштарсан чылай пысăк.
Источник: "Каçал Ен"