АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Плана тултарса маттур ĕçлеççĕ

11 июля 2015 г.

Почтальон кашни кунах çула тухать, ял çыннисене хаçат-журнал, çырусем салатать, пенсипе тата ытти тỹлевсемпе тивĕçтерет. Çавăн пекех куллен кирлĕ таварсем илсе çитерет. Ĕçĕ чăннипех те çăмăл мар, мĕн чухлĕ хаçат-журнал, тавар илсе çỹремелле. Çуран çула тухсан вара татах та йывăртарах. Çавна май паянхи почтальонсемшĕн велосипед - чи кирлĕ транспорт хатĕрĕ.

Комсомольски почта уйрăмĕнче тăрăшакансем ир-ирех ĕçе кỹлĕнеççĕ. Чи малтанах паян илсе килнĕ корреспонденцисене йышăнаççĕ, вĕсене кирлĕ пек тирпейлесе хураççĕ, пенси тата ытти тỹлев укçи-тенкине илеççĕ. Кунта пĕрре те йăнăшма юрамасть. Ĕçе вăхăтра пурнăçлани темрен те паха.

- Почта уйрăмĕнче тăрăшакансем пурте маттур, шаннă ĕçе яланах кирлĕ пек пурнăçлаççĕ, плансене тултараççĕ, хаçат-журнал та чылай çырăнтараççĕ. Сăмахран, 2015 çулхи 2-мĕш çур çула валли район çыннисене 2989 экземпляр тĕрлĕ периодика кăларăмне çырăнтарнă. Вĕсем хушшинче вырăсла, чăвашла, тутарла тухса тăракан пичет изданийĕсем, - паллаштарать почта уйрăмĕн начальникĕ Маргарита Анатольевна Индюкова.

Паянхи кун уйрăмра 15 ĕçчен тăрăшать: начальник çумĕ Александра Калашникова, Людмила Морозова, Марина Петрова, Светлана Столярова операторсем, Марина Чернова, Алевтина Андреева, Валентина Кокарева, Мария Алексеева, Зинаида Краснова, Ольга Павлова, Роза Токмакова, Альбина Иванова, Эльвира Кувшинова почтальонсем. Вĕсенчен нумайăшĕ кунта чылайранпа ĕçлет. Акă, сăмахран, Александра Калашникова почтăра 22 çул тăрăшать. Вăл бухгалтер та, оператор та пулнă. Мария Алексеева та шкул пĕтерсенех кунта килнĕ те, 40 çула яхăн ĕçлет. Тивĕçлĕ канăва тухиччен Мария Николаевна операторта тăрăшнă, халĕ вăл - почтальон. Вĕсем - опытлă специалистсем, куллен çамрăксене сĕнỹ-канашпа пулăшса, вĕрентсе пыракансем.

Марина Чернова почтальонра ĕçлеме пикеннĕренпе 6 çул. Çак вăхăтра вăл хăйĕн участокĕнче пурăнакансемпе пĕр чĕлхе тупма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Хаçат-журнал çырăнтарассипе те, тĕрлĕ таварсемпе тивĕçтерессипе те чи маттуррисенчен пĕри.

Маргарита Анатольевна пĕлтернĕ тăрăх, вĕсен уйрăмĕ ăнăçлă ĕçлекенсен йышĕнче. Кашни кварталтах вĕсем палăртнă плана пурнăçлаççĕ. Çакă, паллах, чи малтан пурте килĕштерсе, пĕр-пĕрне пулăшса ĕçленинчен килет. Уйрăмра ĕç тăтăшах кал-кал пырать. Кунта тĕрлĕ ыйтупа килекенсене яланах пулăшма хатĕр. Кам электроэнергишĕн, газшăн, телефоншăн, капиталла юсавшăн тỹлеме килет, теприсем штраф е налук тỹлеççĕ. Çавăн пекех кунта çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене илсе çитерекен чукун çул е авиа билечĕсене туянма та май пур. Операторсем патне пырса хăçан, ăçта, миçен каяссине пĕлтермелле те сире кирлĕ билетсемпе тивĕçтереççĕ. Билетсене туянма паспорт кирлĕ.

- Посылка, тĕрлĕ бандероль, çыру яракансем те йышлă. Кунне çĕр-çĕр корреспонденци йышăнатпăр. Тĕрлĕ сăлтавпа килекенсене яланах пулăшма тăрăшатпăр, ыйтăвĕсене татса паратпăр, - пĕтĕмлетрĕ сăмахне Маргарита Анатольевна.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика