08 июля 2015 г.
Кашни çулах каникул вăхăтĕнче çамрăксем ĕç шыраса халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене, ĕç паракансем патне тỹрремĕн пыраççĕ. Саккунпа килĕшỹллĕн, çул çитмен ачасене ĕçлеттерме юраман ĕçсем пур.
Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 265-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 18 çул тултарман ачасен ĕçне сиенлĕ тата хăрушă ĕç условийĕсенче, çĕр айĕнчи, сывлăха тата кăмăл-сипет аталанăвне сиен кỹрекен (вăйă бизнесĕ, каçхи клубсенче ĕçлени, спирт шĕвекĕсене хатĕрлени, куçарни, сутни) условисенче йĕркелеме юрамасть. Унсăр пуçне
18 тултарман ачасен нормăпа çирплетнинчен йывăр йăтма юрамасть. 18 çул тултарман граждансемшĕн йывăр е сиенлĕ ĕçсен переченьне 2000 çулхи февралĕн 25-мĕшĕнче тухнă Раççей Федерацийĕн 163№лĕ постановленийĕпе çирĕплетнĕ.
Ĕç параканăн çул çитмен ĕçченсене командировкăна, ĕç вăхăчĕ хыççăн юлса, каçхи вăхăтра, кану тата уяв (массăллă информаци хатĕрĕсен, кинематографи, теле-видео ỹкерекен коллективсен, театр тата концерт организацийĕсен ĕçченĕсемсĕр пуçне) кунĕсенче ĕçлеттерме юрамасть.
Унсăр пуçне çул çитмен ачапа ĕç килĕшĕвне пăрахăçланă чухне хушма гарантисене те пурнăçлама тивет. Ĕçпе тивĕçтерекен пуçарнипе ĕç килĕшĕвне (организацие ликвидациленĕ е уйрăм предприниматель ĕçлеме чарăннисĕр пуçне) тĕп йĕркене пăхăнса татнисĕр пуçне патшалăх ĕç инспекцийĕпе çул çитмен ачасен прависене хỹтĕлекен комисси килĕшĕвне те шута илме тивет.
С.ВАЛЕРЬЯНОВ,
район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Каçал Ен"