08 июля 2015 г.
Чăваш Республикинчи çар комиссариачĕн Комсомольски тата Елчĕк районĕсенчи уйрăмĕнче тăрăшакансен халĕ хĕрỹ тапхăр - çуркуннехи çар призывĕ вĕçленсе пырать. Вăл кăçал июлĕн 15-мĕшĕччен тăсăлĕ. Паянхи куна икĕ районтан 90 ытла каччă çар ретне тăнă ĕнтĕ. Хальхи призыв ыттисенчен мĕнпе уйрăлса тăрать-ха? Çара кайма ят тухнă çамрăксем хăйсене еплерех тытаççĕ? Тăван çĕршыв умĕнче таса тивĕçне пурнăçлакансене мĕн кĕтет? Çак тата ытти нумай ыйтăва ЧР çар комиссариачĕн Елчĕк тата Комсомольски районсенчи пайĕн начальникĕ С.Ю.Данилов хуравларĕ.
- Сергей Юрьевич, кăçалхи çурхи призывра ытти çулсемпе танлаштарсан, улшăнусем пур-и?
- Паянхи куна икĕ çĕнĕлĕх пирки калама пулать. Пĕри вăл - çар ретĕнчен пăрăнннисене справка парасси, унччен вĕсене 27 çул тултарсан çар билечĕ панă пулнă. Халĕ вара, 2014 çулхи июлĕн 15-мĕшĕнчен, саккуна пăсса çартан пăрăнакана патшалăх службинче ĕçлеме чаракан справка тыттараççĕ. Аслă пĕлỹ илнĕ ĕнерхи студентсем валли те çĕнĕлĕхсем пур. Халĕ çар хĕсметне каякансем 2 çул контрактпа е 1 çул призывпа службăра тăма суйласа илме пултарĕç. Çак улшăну вĕсен обществăри пурлăх-ырлăхне, социаллă лару-тăрăвне лайăх енне улăштарĕ. Унсăр пуçне контрактпа ĕçлекен çар çыннин статусĕ призывпа килнĕ çар çыннисеннинчен уйрăлса тăрĕ. Ăна хваттерпе е общежитипе тивĕçтерме май килмесен, хваттер тара илсе пурăннăшăн 3600 тенкĕ укçа тỹлесе саплаштараççĕ, званирен, должноçран, мĕнле çарта, вăл ăçта вырнаçнине шута илсе, 22000-50000 тенкĕ укçа тỹлĕç. Тата контракт çыракан мĕнле региона каяссине те хăйех суйлĕ. Тĕслĕхрен, пирĕн районтан аслă пĕлỹ илнĕ 8 çамрăк контрактпа çар ретне тăнă.
- Пĕлтĕрхи çар призывĕ мĕнле шайра иртнĕ? Çар ретĕнчен пăрăнакансен шучĕ ỹсмен-и?
- Лайăх тесен те юрать. Халĕ çартан пăрăнакансенчен саккун çирĕп ыйтать. Патшалăх службинче ĕçлеме чаракан справка пани пирки асăнтăмăр ĕнтĕ. Унсăр пуçне çар службинчен пăрăнакансене уголовлă яваплăх та тыттарма пултараççĕ. Çарта пулни вĕсене хăйсен малашнехи пурнăçĕнче те кирлĕ пулĕ. Çавăнпа та пулĕ яшсем тĕплĕн шутлама пикеннĕ, хĕсмете кайма хăйсемех талпăнаççĕ. Сăмахран, паянхи куна çуркуннехи призывран пăрăнакан çук. Анчах та салтак тумне тăхăнассинчен пăрăнакансем, темиçе çул хушши тарса çỹрекенсем пирĕн районта çав-çавах пур-ха.
- Çара кайиччен ыранхи салтакăн çар ĕç комиссариачĕ урлă пĕр-пĕр специальноç илме май пур-и?
- Паянхи кун Раççей çарне специальноç илнĕ, пĕлỹ шайĕ пысăк салтаксем кирлĕ. Шупашкарпа Канаш хулисенчи ДОСААФсем "С", "Д", "Е" категориллĕ водительсене, электоромеханик-водительсене хатĕрлеççĕ.
- Сергей Юрьевич, службăна вĕçлесе таврăнсан çар енĕпех малалла пĕлỹ илекенсем тата çар вĕренỹ учрежденийĕсене кайма кăмăллисем пур-и?
- Вăтам пĕлỹллĕ, çирĕп сывлăхлă, çар ретĕнче тăман 16-22 çулсенчи çамрăксем тата хĕсметре пулнă 24 çула çитмен çамрăксем Раççей Федерацийĕн оброна Министерствин тĕрлĕ çар академийĕсенче, вĕренỹ ỹчрежденийĕсенче пĕлỹ илме пултараççĕ. Шкул пĕтернисем те вĕренме каяççĕ. Вĕсем кашниех офицер профессийĕ таса кăмăл-сипетлĕ професси пулнине, унăн никĕсĕнче ырăлăх, юрату, Тăван çĕршыва парăнса тăни, вăй, паттăрлăх, çирĕп тĕллев пулнине ăнланаççĕ. Акă кăçал та 24 яшпа хĕр çар вĕренỹ учрежденийĕсене вĕренме кĕме хатĕрленеççĕ.
- Сывлăх енчен вара пулас салтаксем еплерех? Юлашки ушкăн хăçан каять?
- Районти каччăсем çара кайма хатĕр. Яшсен ушкăнĕ июлĕн 7-мĕшĕнче çула тухрĕ. Юлашки çулсенче сывлăх кăтартăвĕ ỹсни савăнтарать. Çавăнпа та пулас салтаксем çĕршыва тивĕçлĕ хỹтĕлесси иккĕлентермест.
- Пулас салтаксене мĕн сунатăр?
- Çара каясси - кашни арçыннăн пысăк тивĕçĕ. Çавăнпа та ăна тỹрĕ кăмăлпа пурнăçламалла. Пурне те тăван ене каялла тĕрĕс-тĕкел таврăнма сунатăп. - Сергей Юрьевич, калаçушăн тавах.
Н.АРХИПОВА калаçнă.
Источник: "Каçал Ен"