АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрарăмсен канашĕсене чысларĕç

08 июля 2015 г.

Иртнĕ кунсенче Çĕнĕ Шупашкарта "Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ-2014" республика конкурсне пĕтĕмлетекен савăнăçлă мероприяти пулчĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьевпа мăшăрĕ Лариса Юрьевна, республикăри хĕрарăмсен совечĕн председателĕ Ольга Зайцева тата официаллă ытти çынсем хутшăнчĕç.

Чăваш Енре пурăнакан хĕрарăмсене Михаил Игнатьев пĕр вăхăтрах мăшăр, анне тата маттур ĕçчен пулнăшăн, общество пурнăçне те хастар хутшăннăшăн тав турĕ.

"Чи лайăх хĕрарăмсен канашĕ - 2014" республика конкурсне пĕтĕмлетнĕ май тĕрлĕ номинацисенче çĕнтернисене те чысларĕç. Комсомольски районĕнчи хĕрарăмсен канашĕ "За сохранение культурных наследий и за преемственность от матери к дочери, от отца к сыну" номинацире çĕнтерсе Хисеп грамотине тата хаклă парнене тивĕç пулчĕ.

Районти хĕрарăмсен канашне чылайранпа Валентина Курицына ăнăçлă ертсе пырать. Июнь уйăхĕнче иртнĕ отчетпа суйлав конференцийĕнче ахальтен мар ăна хăйнех тепĕр тапхăр ĕçлеме шанса хăварчĕç.

Л.ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика