04 июля 2015 г.
Шăрăх та типĕ çанталăкра шывра ишсе киленме, çан-çурăма уçăлтарма çеç мар, асăрханмасан инкек курма та пулать. Уйрăмах тарăн та пысăк юханшывсенче ишнĕ чухне тимлĕ пулмалла. Унсăрăн пăтăрмах сиксе тухасси те çавăнтах. Çак кунсенче Патăрьелĕнчи агропромышленность техникумĕнче вĕренекен каччăн пурнăçĕ шăпах хăй асăрханманнипе татăлнă. Çамрăк йĕкĕт шыва тепĕр хут сикнĕ чухне те малтанхи пекех çăмăллăн ишсе тухăп тенĕ-тĕр те çав...
Иртнĕ вырсарникун Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Канашра, Канаш, Хĕрлĕ Чутай тата Муркаш районĕсенче шывра çын путса вилнĕ тĕслĕхсем пулнă. Пĕр кунра - 6 виле. Район çыннисене шывра асăрхануллă пулма чĕнсе калатпăр.
Ашшĕ-амăшĕ, аслисем! Ачасем шыв патне хăйсем тĕллĕн ан пыччăр тесе тимлĕ пулăр, пĕчĕккисене пĕр самантлăха та куçран ан вĕçертĕр! Хăвăр та тарласан, эрех-сăра ĕçсен шыва ан кĕрĕр!
Ю.МИТЮКОВ,
районти ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ.
Источник: "Каçал Ен"