АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Терроризма хирĕç

04 июля 2015 г.

Мускавра Наци антитеррор комитечĕн председателĕ, ФХС директорĕ Александр Бортников ертсе пынипе Наци антитеррор комитечĕн тата Федерацин оперативлă штабĕн пĕрлехи ларăвĕ иртнĕ. Унта федерацин Атăлçи округĕнчи субъектсен антитеррор комиссийĕсен тата оперативлă штабĕн çын йышлă пулакан вырăнсен, тĕнче шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисем иртекен объектсен хỹтлĕхне тивĕçтерессипе çыхăннă ĕçне тишкернĕ.

Ларăва НАК членĕсем, РФ Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Президентăн федерацин ытти округĕнчи полпречĕсем, Чăваш Ен, Тутарстан, Пушкăртстан пуçлăхĕсем, çавăн пекех федерацин ĕç тăвакан влаç органĕсен, право хуралĕн органĕсен тата ятарлă службăсен представителĕсем хутшăннă.

Хăйĕн докладĕнче НАК председателĕ терроризмпа экстремизмран хỹтĕленесси влаç органĕсен пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ пулнине палăртнă. Округ тĕнче шайĕнчи террористсем, тĕн экстремисчĕсем куç хывнă объектсен шутне кĕрет, вĕсем хăйсен киревсĕр тĕллевĕсене пурнăçламашкăн тем тĕрлĕ майпа та усă кураççĕ.

2014 çултанпа тивĕçлĕ тытăмсем çине тăрса ĕçленĕ май регионта пĕр теракт та пулман, терроризмпа çыхăннă 5 прес-тупление сирсе яма май килнĕ. Кăçалхи февральте Ĕпхỹре, Пушкăртстанри ял-хулара "Хизб ут-Тахрир аль-Ислами" тытăмне кĕрекен ушкăнăн 23 членне тытса чарнă. Пĕлтĕрхи октябрьте пĕтĕм тĕнчери террористсен "Ислам патшалăхĕ" организацийĕ майлă икĕ çынна уголовлă явап тыттарнă, вĕсене 11 тата 12 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Çак çынсем Киров облаçĕнчи хими хĕç-пăшалне упракан тата тĕп тăвакан объектра теракт тума хатĕрленнĕ.

2014 çулта право хуралĕн органĕсем округра хĕç-пăшал упранакан вăрттăн 7 вырăна тупса палăртнă. Саккунсăр çаврăнăшран вăрттăн ăсталанă 7 взрыв хатĕрне, 148 единица хĕç-пăшал, 2589 граната, пин-пин патрон туртса илнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен терроризмпа кĕрешес ĕç ăнăçлă пулнине палăртнă май Александр Бортников çулла Атăлçи округĕнче ирттерекен тĕнче шайĕнчи мероприятисен хăрушсăрлăхне тивĕç терес енĕпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнă.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика