АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Коррупцие çул памалла мар

04 июля 2015 г.

Коррупци сĕмĕллĕ преступленисем ан пулччăр тесе республикăри прокуратура органĕсем тĕрлĕ мерăсем йышăнаççĕ. Патшалăх тата муниципалитет служащийĕсем тата ыттисем коррупцие хирĕçле саккунсене пăсасран асăрхаттарассипе те çине тăрса ĕçлеççĕ. Йĕркерен пăрăнасси патшалăх влаçĕн тата вырăнти хăйтытăмлăх органĕсем нормативлă докуменчĕсене йышăннă, пурлăхпа усă курнă тата ытти чухне тĕл пулать. Шел пулин те, республикăра кăçалхи пĕрремĕш кварталта саккуна пăснă 826 тĕслĕх шута илнĕ. Тупса палăртнă çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе 228 асăрхаттару панă, вĕсене пăхса тухса должноçри 112 çынна дисциплинарлă явап тыттарнă. Саккунсăр право акчĕсем тĕлĕшпе 318 хирĕçлев панă. Прокурорсен пуçарăвĕпе 52 çынна административлă явап тыттарнă, суда 12 заявлени янă. Уголовлă 11 ĕç пуçарма тивнĕ.

Республикăра патшалăх тата муниципалитет должноçĕсене йышăнакан çынсем коррупципе кĕрешмелли тивĕçсемпе чарусене, интерессен хирĕçỹлĕхне сирсе ямалли тата йĕркене кĕртмелли требованисене пăхăнман тĕслĕхсем час-часах тĕл пулаççĕ. Прокурорсем çавăн пекех тупăшсемпе тăкаксем, пурлăх çинчен паракан сведенисене тĕрĕс мар панине те тупса палăртаççĕ. Малтан патшалăх (е муниципалитет) служащийĕнче ĕçленĕ çынна урăх ĕçе илнĕ чухне тивĕçлĕ органсене уведомлени паманни те - саккуна пăсниех. Тĕслĕхрен, Шупашкар районĕн прокурорĕн йышăнăвĕпе "Хлеб" АУО генеральнăй директорне административлă явап тыттарнă. Çак организаци суд приставĕсен федераллă службин Чăваш Енти управленине малтан çав ведомствăра тăрăшнă çынсене ĕçе илнине пĕлтерменнишĕн 20 пин тенкĕ штраф панă.

Элĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Муркаш, Вăрмар, Шупашкар тата Тăвай районĕсен, Улатăр, Канашпа Çĕмĕрле хулисен прокурорĕсем муниципаллă нормативлă право акчĕсенче коррупци сĕмĕллĕ самантсем пуррине асăрхаттарнă, çитменлĕхсене пĕтерме сĕннĕ.

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министерствин кăтартăвĕсем тăрăх, 2015 çул пуçланнăранпа коррупци сĕмĕллĕ 290 преступление тупса палăртнă, вĕсенчен 76-шĕ уйрăмах пысăк виçеллĕ е пысăк тăкак кỹнĕ. Малтанхи следстви тĕпчевĕсем ирттерсе коррупципе çыхăннă 38 çынна палăртнă.

Республикăра взятка илнĕ 15 тĕслĕх пулнă. Комсомольски район территорийĕнче кăçал ун пек пĕр преступлени те шута илмен.

С.ПАВЛОВ,

ЧР прокуратурин пай начальникĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика