АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йытă-кушак ирĕклĕ ан çỹретĕр

04 июля 2015 г.

Ирĕкре çỹрекен йытăсен ушкăнĕпе куçа-куçăн тĕл пулса курнă-и эсир? Тĕл пулнă тăк ал-ура, ăш-чик чĕтрене ернине, талпăнса вĕрекенскерсем ак-ак сан çине сиксе ларассăн туйăннине манман пуль-ха. Çитĕннисем те хăраççĕ те хам-хамсенчен, пĕчĕк ачасен вара хăйсене епле туяççĕ-ши? Уйрăмах почтальонсенчен йытăсем алхасни çине ỹпкелешеççĕ. Кăкаркăçран вĕçертсе янă чухне йыттисем çынсемшĕн мĕнле хăрушлăх кăларса тăратнине хуçисем шутламаççĕ те пуль.

Чăннипе, Раççейре тăватă ураллăскерсем çулсерен пин-пин çынна çыртаççĕ. Çакă эпир йытă-кушаксене усрамалли Правилăсене пăхăнманнипе, вĕсене ирĕке кăларса янипе, урамра çапкаланчăк чĕрчунсем нумайланнипе çыхăннă. Кĕтỹпе çỹрекен йытăсем пĕрлешỹллĕ хуçалăхсен е уйрăм çынсен пăрăвĕсем, сурăхĕсем çине тапăннине те илтме пулать. Питĕ ĕрчевлĕскерсем вĕсем, çулталăкне темиçе те çăвăрлама пултараççĕ-çке тата! Пурне те усрама кăмăл туман хуçисем вĕсене урама, парксене, организацисен картишĕсене кайса яраççĕ. Усрама май пулмасан çăвăрлаттармалла мар, халь ветеринарире темле меслетпе те усă кураççĕ.

Тĕнче пуçланса кайнăранпах хăйне юлташ пултăр, кил-çурта, пурлăха сыхлатăр тесе этем çăмламас тус - йытă - усрама тытăннă. Сунарта та ун пулăшăвĕсĕр май килмен. Анчах вĕсем ытлашши ĕрчесе кайни те обществăшăн лайăх пулăмах мар. Çапкаланчăк йытă-кушак вăрмантан килекен чĕрчунсенчен уртаракан чир çаклатма, пире чирлеттерме пултарать.

Ирĕкре çỹрекен йытăсемпе пирĕн районта та кĕрешеççĕ. 2014 çулта çакăн валли 11 пин тенкĕ ытларах укçа уйăрнă. Ку 45 хам-хама тытма çеç çитнĕ. Кăçал вара 105 йытта тĕп тума 27,5 пин тенкĕ тăкаклама палăртнă. Шутла-ха, вулаканăм, хысна укçи мĕн чухлĕ ахалех тăкакланать, çак ĕçе тăвас вырăнне ăна усăллăрах çĕре те яма пулать-çке.

"Хуçасăр йытă çук", теççĕ. Чăнах та, ирĕкре çỹрекен тăватă ураллă тусĕсем çухалсан вĕсен хуçисем тупăнни, пырса чăркăшса çỹрени те пулать иккен. Кунта ĕнтĕ йытăсене тытакансене мар, харпăр хăйне айăпламалла. Чĕрчун усрама шут тытнă тăк, мĕнпур явапа хăв çине илсе ăна çемье членĕ пекех пăхмалла, çынсене шиклентерсе урамра чуптармалла мар.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика