04 июля 2015 г.
Июлĕн 7-мĕшĕнче "Пирĕн республика. Тĕп тема" программăн пиллĕкмĕш кăларăмĕ эфира тухать. Ку хутĕнче тĕп тема - Чăваш Енри культура территорийĕ, унăн объекчĕсем, инфраструктури, проекчĕсем, аталанăвĕ. Куракансем республикăри чи паллă театрсенчи тата ялти культура çурчĕсен çĕнĕ постановкисемпе репетицийĕсем мĕнле иртнипе, музейри çĕнĕ экспонатсемпе паллашĕç, Наци библиотекине çитсе курĕç.
Культура отраслĕ мĕнле аталаннинне Чăваш Республика Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев каласа парать.
Телепрограммăн пиллĕкмĕш кăларăмне июлĕн 7-мĕшĕнче "Россия-1" каналпа 19.30 сехетре, Наци телевиденийĕпе 20.30 сехетре курма пулать.
Источник: "Каçал Ен"