АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Маттуррисенчен пĕри - Надежда

04 июля 2015 г.

 Июлĕн 5-мĕшĕ Пĕтĕм тĕнчери кооперативсен кунĕ пулнă май ĕçре маттур та тăрăшуллă ĕçченсене палăртса хăварни уйрăмах вырăнлă. Комсомольски райповĕнче чăннипех те хăйсен ĕçне чунтан парăннă ĕçченсем тăрăшаççĕ. Вĕсем тавар туянакансемпе ăшшăн калаçаççĕ, сĕнỹ-канашпа та пулăшаççĕ.

Акă, "Гастроном" магазинра ĕçлекенсем те кунсерен вун-вун çын ыйтăвне тивĕçтереççĕ, кашни килен-каякана паха тавар сĕнеççĕ. Сентресем çинче паянхи кун халăх ыйтăвне тивĕçтерекен апат-çимĕç, ытти япала çителĕклех. Апла пулин те кунта чылай çул тăрăшакан Надежда Лаврушкина (сăн ỹкерчĕкре) туянакансене яланах лайăххине сĕнет. Надежда Геннадьевна асăннă магазинта ĕçлеме пуçланăранпа кăçал 16 çул çитет. Вăл Канаш хулинчи ПТУ-ра сутуçă специальноçне алла илнĕренпех суту-илỹ системинче. Ĕçе вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçлас, туянакансен кăмăлне тивĕçтерес тесе Надежда куллен ĕçе васкать.

- Алла диплом илнĕ хыçăн чи малтанах Вăрманхĕрри Чурачăк ял лавккине ячĕç, унта ĕçлерĕм, опыт пухрăм. Каярах "Гастрономра" ĕçлеме сĕнчĕç те килĕшрĕм. Унтанпах çакăнта тăрăшатăп, -- тет Надежда.

- 16 çул хушшинче сутуçă нумай опыт пухма ĕлкĕрнĕ, халĕ çамрăксене вĕрентсе пырать. Вăл туянакансемпе пĕр чĕлхе тупма пултарать, çĕнĕлĕхсене чи малтан ăша хывать, - тет ĕçтешĕн пуçарулăхне палăртса Галина Крылова заведующи.

Маттур та хастар ĕçлекенсене уяв кунĕнче чысласси йăлара. Çавна май кооперативсен кунĕнче Надежда Лаврушкинăна "Молодой лидер кооперативного движения России" паллăпа наградăланă.

А.ЕФРЕМОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика