АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пултаруллă сăвăç

01 июля 2015 г.

 Пурăннă пулсан, Гурий Гурьевич Чаржов сăвăç кăçал 75 çул тултармаллаччĕ. Çук, тултараймарĕ вăл 75 çул, юбилейне паллă тăваймарĕ, çак паллă кун çитиччен пĕр уйăх маларах вилсе кайрĕ.

Гурий Гурьевич Йăлмахвара çуралса ỹснĕ. Иксĕмĕр иртнĕ ĕмĕрĕн утмăлмĕш çулĕсен вĕçĕнче паллашрăмăр.

Вăл, манран пилĕк çул аслăскер, çав вăхăт тĕлне Комсомольски вăтам шкулне пĕтернĕччĕ ĕнтĕ, Шупашкарти строительство организацийĕсенчен пĕринче платникре те ĕçлесе пăхнăччĕ, 1969 çулта Шупашкар район хаçачĕн редакцийĕнче литература сотрудникĕнче тимлетчĕ. Çав тапхăрта паллашрăмăр та пĕр-пĕрне çывăх куракан пултăмăр. Çав çулхи кĕркунне совпартшкул çумĕнчи курссенче пĕр уйăх пĕрле вĕрентĕмĕр. Эпĕ Комсомольски райхаçатĕнче ĕçлеттĕм, редакцинче Гурин паллакан юлташĕсем чылайăнччĕ. Каçал хутлăхне çаврăнса çитсен Чаржов тỹрех пирĕнпе тĕл пулма тăрăшатчĕ, вăл пĕр-икĕ кунлăха тăван ялне тухса кайичченех пĕрле çỹреттĕмĕр. Çитмĕлмĕш çулсен пуçламăшĕнче Гурий Гурьевич куçăмсăр майпа Мускаври литература институтĕнче вĕренме пуçларĕ, питĕ тăрăшса, тимлесе вĕренчĕ вăл, пилĕк çултан институтран диплом илсе тухрĕ.

Çав çулсенче Чаржов самаях талантлă сăвăç пулни палăрчĕ. Сăвăсен пĕрремĕш кĕнекине Гурий "Вĕçев" ят панăччĕ, вăл 1974 çулта пичетленсе тухрĕ. Нумай кĕттермесĕр вулакансен аллине унăн сăвăсен "Тымар" кĕнеки те кĕчĕ. Ун хыççăн "Хунав", "Вăхăт шăнкăравĕ" кĕнекесем те лавккасен сентрисем çине тухса выртрĕç.

Литература енĕпе аслă пĕлỹ илнĕ хыççăн Гурий Гурьевич вăтăр çула яхăн кĕнеке издательствинче редакторта ĕçлерĕ. Çак вăтăр çул хушшинче Чаржов икçĕр ытла кĕнеке редакциленĕ. Вăл кĕнекесем хушшинче поэзи, проза, публицистика произведенийĕсем йышлă.

Гурий Чаржов - пултаруллă куçаруçăсенчен пĕри. Вăл вырăсларан, тутарларан, азербайджанларан тата ытти чĕлхесенчен чăвашла сăвăсем, калавсем, новеллăсем, публицистика произведенийĕсем нумай куçарнă.

Г.УТКИН,

Раççей писателĕсен Союзĕн членĕ.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика