01 июля 2015 г.
Ку йышăну Чăваш Еншĕн Республика кунĕнче хăйне евĕр парне пек пулнă. РФ Правительствин çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн Чăваш Республикине çамрăк çемьесене социаллă тỹлев памашкăн укçа уйăрнă.
"Çамрăк çемьесене çуртпа тивĕçтересси" программăпа килĕшỹллĕн хальхинче Чăваш Ен валли 158557,16 пин тенкĕ укçа уйăрнă. "Çурт-йĕр" федераци программипе килĕшỹллĕн 2011-2015 çулсенче Чăваш Ен валли 2271140,58 пин тенкĕ уйăрмалла. Çав шутра республика хыснинчен те - 166929,1 пин тенкĕ. Вырăнти хыснаран - 60181,48 пин тенкĕ.
Малтанлăха шутланă тăрăх, уйăрнă çав укçа-тенкĕпе 550 çамрăк çемье çурт-йĕре лайăхлатма пултарĕ.
Источник: "Каçал Ен"