01 июля 2015 г.
Районти Акатуйра чи маттур та хастар ĕçченсене палăртасси йăлана кĕнĕ. Кăçал та ял хуçалăхĕнче ырми-канми тăрăшакансене чысларĕç. Акă, районти Самарин фермер хуçалăхĕн ертỹçине Николай Геннадьевич Самарина ял хуçалăхĕнче тăрăшнăшăн, обществăлла ĕçе хастар хутшăннăшăн "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин Чăваш Енри уйрăмĕн Тав хучĕпе чысларĕç.
Николай Самарин фермер хуçалăхне пуçарса янăранпа вăхăт нумай иртмен-ха. Апла пулин те вăл ăнăçлă ĕçлесе пыракансенчен пĕри. Паянхи куна фермер хуçалăхĕ 340 гектар çинче ĕçлет, вĕсем çурхи тата кĕрхи культурăсене акнă, 100 гектар çĕр улми çитĕнтереççĕ, 40 гектар çинче - нумай çул ỹсекен курăк. Кашни çулах ĕçченсем тупăшпа савăнаççĕ. Паянхи куна вĕсем 40 тонна утă хатĕрленĕ.
Фермер хуçалăхĕнче мĕн лартнине вăхăтра пуçтарса кĕртес тесе тăрашаççĕ.
А.АНТОНОВА.
Источник: "Каçал Ен"