АУ "Редакция Комсомольской райгазеты «Каçал ен» ("Кошелеевский край") Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Агро-100" клуб çĕнтерỹçисем паллă

01 июля 2015 г.

Республика кунĕ умĕн, июнĕн 23-мĕшĕнче, республикăри чи лайăх хуçалăхсен "Агро-100" клуб презентацийĕ иртнĕ. Унта 2014 çулхи ĕçе пĕтĕмлетнĕ, республикăри чи лайăх 100 предприятипе паллаштарнă.

Чи лайăх хуçалăх тата "Агро-100" кубок хуçи - "Авангард" ООО филиалĕ - "Цивильский бекон". Рейтингра малалла республикăра çеç мар, регион шайĕнче те паллă Вăрнар районĕнчи "Вурнарский комбинат" тата Шупашкар районĕнчи "Ольдеевская" агрофирма" АХО. Малта пыракан 10 предприяти йышне çаксем кĕнĕ: Хĕрлĕ Чутайри "Коминтерн" ЯХПК (4-мĕш вырăн), Елчĕк районĕнчи "Слава картофелю-Яльчики" агрофирма (5-мĕш вырăн), Комсомольски районĕнчи "Слава картофелю" агрофирма (6-мĕш вырăн), Шупашкар районĕнчи "Чувашский бройлер" АУО (7-мĕш вырăн), Муркаш районĕнчи "Моргаушская птицефабрика" АУО (8-мĕш вырăн), Комсомольскинчи "Комсомольские овощи" агрофирма" ООО (9-мĕш вырăн), Вăрнарти "Санары" агрофирма" ООО (10-мĕш вырăн).

Елчĕк районĕнчи 15 хуçалăх, Комсомольски районĕнчи - 13, Шупашкар районĕнчи - 11, Вăрнар районĕнчи - 9, Патăрьел районĕнчи - 8, Етĕрнепе Муркаш районĕсенчи - 6-шар, Красноармейски районĕнчи - 5, Пăрачкавпа Канаш районĕсенчи - 4-шар, Элĕк, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ, Шăмăршă районĕсенчи - 3-шер предприяти, Тăвайри - 2, Сĕнтĕрвăррипе Куславкка районĕсенчи - 1-ер хуçалăх "Агро-100" клуба кĕнĕ. Улатăр, Вăрмар, Çĕмĕрле районĕсенчи хуçалăхсем "Агро-100" клуба кĕреймен.

Сăмах май каласан, Комсомольски районĕнчен "Агро-100" клуба çак хуçалăхсем кĕнĕ: "Слава картофелю" (6) тата "Комсомольские овощи" (9) агрофирмăсем, "Рассвет" (20), "Асаново" (32), "Восток" (55), "Дружба" (56), "Слава" (58), "Труд" ЯХПКсем (63), "Сюрбеево" ООО (64), "Урожай" (23) тата "Искра" (70) колхозсем, "Золотой колос" (85) тата "Кызыл Сабанча" (96) фермер хуçалăхĕсем.

(ХАМĂР ИНФ.).

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика